Ҫуллахи кроса хутшӑнма чӗнеҫҫӗ
Хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнса кроса килекен кашни ҫын маскӑпа пулмалла
Спортпа туслӑ ҫынсене Пӑва Ентешлӗхӗн парнисемшӗн йӗркеленӗ ҫӑмӑл атлетика кроссне хутшӑнма йыхравлатпӑр!
Ӑмӑрту августӑн 29-мӗшӗнче Пӑвари йӗлтӗр базинче 9:30-та пуҫланать. Старт – 10 сехетре.
Чупӑва хутшӑнакансем 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Хӗрарӑмсем 2 км чупса ӑмӑртӗҫ, арҫынсем –3.
Ҫӗнтерекенсене чаплӑ парнесем кӗтеҫҫӗ, финиша чупса ҫитнӗ кашни ҫынна асӑнмалӑх медаль парӑнать.
Мероприятие курма килекенсене валли те конкурссем хатӗрленӗ ӑмӑртӑва йӗркелекенсем.
Хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнса кроса килекен кашни ҫын маскӑпа пулмалла.
Спорта кӑмӑллакансене шӑматкун йӗлтӗр базинче кӗтеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев