Ултавçӑсем нейросетьпе усӑ курма пуçланă
ТР Прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ултавçӑсем çӗнӗ йышши схемăпа ĕçлеççĕ. Вĕсем нейросетьпе усă курса Телеграмра сирĕн ятăртан укçа ыйтса пĕлĕшĕрсене сасӑллӑ сообщени яраççĕ.
Ултав сирĕн Телеграмри аккаунта хăйсен аллине илнинчен пуçланать. Унта кĕрсе вĕсем эсир янă сасăллă сообщенисене тишкерсе нейросеть технологийӗсемпе усӑ курса сирĕн ятăртан сообщени хатĕрлеççĕ, унта сирĕн юлташăрсемпе çывӑх çынсенчен укçа куçарма ыйтаççĕ.
ТР прокуратури граждансене сыхӑ пулма, улталанасран сыхланма, укçа ыйтса сообщени килсен ыйтаканпа тӳррӗн çыхăнса тӗрӗслеме çине тӑрсах сӗнет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев