Ун кунӗсене коронавирусчен анлӑ уявлатчӗҫ
Эквадорта кабачок пысӑкӗш хӑярсем ӳснипе пире тӗлӗнтерейместӗн, ҫумӑрлӑ ҫулсенче хӑяр вулли йӑрансем хушшине кӗрсе кайса курӑнми пулчӗ-тӗк, чӑвашсен пахчинче те торпеда-дыня пысӑкӑш хӑярсем ӳсеҫҫӗ
Эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, пӗр килограм хӑярта 150 калорий кӑна, ҫавӑнпа вӑл ҫӳхелес текенсемшӗн уйрӑмах усӑллӑ. Йӳҫӗтнипе тӑварланисӗр пуҫне мӗн пӗлетпӗр-ха эпир хӑярсем ҫинчен?
Хӑярӑн тӑвӑн ҫӗршывӗ - Гималай ту айӗ шутланать, унта вӗсем халӗ те хӑйсемпе хӑйсем ӳсӗҫҫӗ.
Апатра хӑяра 6 пин ҫул каяллах усӑ курма тытӑннӑ. Ун ҫинчен Библире те асӑнни пур.
Авалхи Египетра пурӑнакансем хӑйсен фараноӗсене пытарнӑ чухне ылтӑн-кӗмӗлпе юнашар хӑярсем хурса хӑвӑрнӑ.
Эквадорта кабачок пысӑкӗш хӑярсем ӳснипе пире тӗлӗнтерейместӗн, ҫумӑрлӑ ҫулсенче хӑяр вулли йӑрансем хушшине кӗрсе кайса курӑнми пулчӗ-тӗк, чӑвашсен пахчинче те торпеда-дыня пысӑкӑш хӑярсем ӳсеҫҫӗ. Самах май, ҫак ҫимӗҫсем пӗр ҫемьерен.
Ҫамрӑк хӑярсем ҫинчи йӗпписем ҫимӗҫрен ытлашши шыва кӑларма кирлӗ. Европӑра яка хӑчрсене юратарах параҫҫӗ, ҫавӑнпа та шатраллӑ хӑярсене "вырӑс хӑярӗ" теҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Раҫҫейре вырӑссем хӑяра 16-мӗш ӗмӗрте кӑна ҫиме пуҫланӑ. Коронавирусчченхи вӑхӑтра чылай регионра Хӑяр кунӗсем ирттеретчӗҫ.
Нежин хулинче ҫак ҫимӗҫе палӑк та лӑртнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев