Упасем Пăвара та пур-и?
Тутарстан территорийӗнчи вăрмансенче упасем текех кӗтмен хăнасем мар. Пӗр вырăнта кăна тăмаççӗ вӗсем, тутлисене шыраса вăрмантан вăрмана кӗрсе тухаççӗ. Çак кунсенче Пăвапа Теччӗ районӗсен чиккинчи Яшеевка ялӗ çывăхӗнчи Баиково сунар хуçалăхӗн территорийӗнче те «видеоловушкăна» утаман лекнӗ.
Чăн та, ăна çынсем курсах ӗлкӗреймен, видеокамерăсем çине кăна лекнӗ вăл. Кун çинчен Пăва район хаçачӗ пӗлтерет.
ТР Биоресурссен енӗпе комитечӗн Пăвари районсем хушшинчи уйрăмӗн ертӳçи Игорь Иванов каланă тăрăх, ку утаман кунти вăрмансенче пурăнаканни мар, çула май чарăнни кăна, çавăнпа асăннă сунар хуçалăхӗнче пит нумаях тытăнса тăмӗ.
Апат нумай чух упа çын çине тапăнмасть. Çавах та упана тӗл пулас-тăк, мӗн тумалла-ха? Пӗрремӗшӗнчен, хăраса ӳкмелле мар, чи пӗлтерӗшли – чӗрчуна куçӗнчен пăхма (унсăрăн вăл çакна эсир тапăнас пек йышăнать) юрамасть.Иккӗмӗшӗнчен, ун енне çурăмпа çаврăнса чупса каймалла мар, майпен ун патӗнчен пăрăнмалла. Çывхарма тытăнчӗ-тӗк хыттăн кăшкăрса е сас кăларса хăратмалла. Виççӗмӗшӗнчен, çурисене апат парса илӗртме, çывăхне пыма та тăрăшмалла мар, мӗншӗн тесен кун пек чух амăшӗ яланах вӗсенчен инçе маррине асра тытмалла.
Сăнӳкерчӗк Пăва район хаçачӗн сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев