Упра эс ăна, ун пеккисем сайра халь...
Кăштах кулăш
– Уйрăлатăп санран, – тет Вӗçкӗн Ваççа, арăмне хытă тарăхнăскер. – Кам мӗнле машинăпа усă курать – çавă ăна юлать: мана – «Лексус», сана – кӗпе çумалли...
* * *
– Ӗнер лавккара пӗр килограмӗ 600 тенкӗ тăракан помидор куртăм, – тет Яка Кулине.
– Ан калаç! Вара?
– Вара... çав помидорпа селфи турăм ара...
* * *
Судра. Вăрра айăплаççӗ.
– Эсир мӗншӗн лавккана кӗтӗр? – ыйтать судья явап тытаканран.
– Ара, арăм халтан ячӗ: çав кӗпене туянас килет, çав кӗпене туянас килет... Манăн вара укçа çукчӗ...
– Кайран тепӗр хут çав лавкканах мӗншӗн кӗтӗр вара?
– Арăма кӗпе килӗшмерӗ те ăна каялла кайса хурас терӗм...
* * *
– Атте, мӗн тумалла? Арăм иккӗмӗш эрне манпа калаçмасть, – канаш ыйтать Ахванеç ашшӗнчен.
– Упра эс ăна, ывăлăм, ун пеккисем сайра халь...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев