Вăйă пӗлӳ шайне ӳстерет
Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимназире «Чăваш чӗлхине лайăх пӗлекенсем» мероприяти иртрӗ. Ăна кӗçӗн классене вӗрентекен опытлă педагог Ирина Ивановна Третьякова ирттерчӗ. Конкурс шкул ачисен чăваш чӗлхине пӗлнин шайне тӗрӗслеме кăна мар, тăван культурăна, унăн историйӗпе тата йăла-йӗрке пуянлăхӗпе кăсăкланассине аталантарма та пулăшать.
Тумтире, халăх йăли-йӗркине тата чăваш халăх вăййисене тӗпчессипе тӳрремӗнех çыхăннă заданисене уйрăмах тимлӗх уйăрнă ку мероприятире.

Вӗренекенсем панă ӗçсене кам хăвăртрах тăвассипе е сăвва чăвашла йăнăшсăр вулассипе пӗр-пӗринпе ăмăртрӗç. Анчах та чи юратнă вăйă «Сăмах пуçтар» ятли пулчӗ. Кунта ачасем чăваш алфавичӗн уйрăм саспаллиллӗ карточкисене илсе сăмахсем тумаллаччӗ. Питӗ хастар хутшăнчӗç кунта вӗсем.
.jpg)
Конкурсра ачасем хăйсем чăваш чӗлхине мӗнлерех тарăн пӗлнине çирӗплетрӗç. Ирина Ивановна вӗренекенсем мероприятие тăрăшса хатӗрленнине, глобализаци условийӗсенче тăван чӗлхене упраса хăварасси пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. Çӗнтерӳçӗсем Хисеп хучӗсемпе пылак парнесене тивӗçрӗç.

Вӗрентекен каланă тăрăх, кунашкал занятисем кӗçӗн классенче вӗренекенсене тăван чӗлхепе тата культурăпа кăсăкланма хавхалантараççӗ, вӗсен хушшинчи туслăха çирӗплетеççӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ шайне ӳстереççӗ.
Ирина Ивановна ТРЕТЬЯКОВА, чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев