ВАЛЕНТИНА ТАРАВАТ ЯТНЕ УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇӖН ЫЛТĂН КӖНЕКИНЕ КӖРТНӖ
Ылтăн кӗнекене çӗнӗ ятсене çулталăкне пӗрре – декабрь уйăхӗнче кӗртеççӗ. Паяна унта 240 хушамат, туллинрех каласан вӗсен кӗске биографийӗ. Халӗ вӗсен хушшинче Валентина Тараватăн ячӗ те пур.
Çапла пӗлтерет Чăваш кӗнеке издательствин телеграм-каналӗ. Ульяновск облаçӗн Ылтăн Хисеп кӗнекине 1993 çулхи июлӗн 20-мӗшӗнче Ульяновск облаçӗн Халăх депутачӗсен Канашӗн Кӗçӗн канашӗн тата регион администрацийӗн Пуçлăхӗн йышăнăвӗпе йӗркеленӗ.
Çак кӗнекене область тата Чӗмпӗр кӗпӗрнин историне, экономикине, тăван кӗтесӗн культурине пысăк тӳпе кӗртнӗ çынсен ячӗсене ӗмӗр асăнмалăх çырса хураççӗ.
Ылтăн кӗнекене çӗнӗ ятсене çулталăкне пӗрре – декабрь уйăхӗнче кӗртеççӗ. Паяна унта 240 хушамат, туллинрех каласан вӗсен кӗске биографийӗ. Халӗ вӗсен хушшинче Валентина Тараватăн ячӗ те пур.
Кашни çынна пӗр страница уйăраççӗ, унта сăнӳкерчӗкне тата пурнăç çулӗпе çитӗнӗвӗсем çинчен çырса лартаççӗ.
Ылтăн кӗнекене вăл е ку çын ятне кӗртессипе область администрацийӗн пуçлăхӗ Хисеп кӗнекин обществăлла комитечӗн йышăнăвӗ çине таянса постановлени кăларать.
Ылтăн кӗнекене кӗртни çынна хисепсӗр пуçне самай усă та кӳрет. Сăмахран, ӗç тăвакан власть органӗсен представителӗсем патне пӗр чăрмавсăр тата черетсӗр кӗме; область канашӗн сессийӗсене тата кӗçӗн Канашӗн ларăвӗсене хутшăнса сăмах илме, йышăну проекчӗсем кӗртме; хула транспорчӗн мӗнпур тӗсӗпе тӳлевсӗр (таксисӗр пуçне) усă курма; пурăнмалли хваттерпе тата коммуналлă услугăсемпе тӳлевсӗр усă курма; медицина, суту-илӳ тата ытти учрежденисенче черетсӗр йышăнăва лекме.
РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, Ульяновск облаçӗн хисеплӗ гражданинӗ Валентина Тарават хăй ӗçӗпе ку кӗнекене кӗме тивӗçлӗ. Çыравçă ӗçне вăл 1989 çултанпа пуçăннă. Хайлавсене чăвашла тата вырăсла çырать. Ульяновскра пурăнакан поэтсен чăваш писателӗсен сăввисене вырăсла куçарать.
Раççей писательсен союзӗнче 1995 çултанпа тăрать. 1996 çулта ăна Чăваш Республикин композиторсен ассоциацине илнӗ. Çак çулах РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ ята тивӗçнӗ. 2007 çулта Ульяновск облаçӗн хисеплӗ гражданинӗ ята панă. Нумай пулмасть – 2023 çулта Валентина Тарават «Браво, Маэстро» преми лауреачӗ пулса тăчӗ.
Писатель ӗçӗнче те вăл пысăк пултарулăхпа палăрса тăрать. Пурӗ 40-е яхăн кӗнеке тухнă унăн. Çавсен шутӗнче «Ĕçчен мăнук» (1991), «Тавçăруллă Марине» (2003), «Запишите в первый класс» (2004), «Кил ăшши» (2006), «Кĕтмен венчет» (2010), «Аякри сасӑ» (2016), «Манӑн эсӗ пур» (2021), «Чун вӗҫевӗ. Полет души» (2023) тата ытти кӗнекесем.
Валентина Николаевнăна чун-чӗререн тивӗçлӗ наградăпа саламлатпăр! Малашне те тухăçлă ӗçлесе пыма çирӗп сывлăх, вăй-хал сунатпăр.
Сăнӳкерчӗк Чăваш кӗнеке издательствин телеграм-каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев