Республика территорийӗнчи вăрмансенче сентябрӗн 13-мӗшӗччен пушар тухас хăрушлăх пысăк.
Типӗ те уяр çанталăк тăнине пула республика территорийӗнчи вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Вырăн-вырăнпа хăрушлăха 4-мӗш класлă (пысăк), Тутарстанри хӗвел анăç енчи хăш-пӗр районӗсенче 5-мӗш класлă (чрезвычайлă) тесе палăртнине пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗ. Çавăнпа та халăха вăрмансене каяс пулсан питӗ тимлӗ пулмаллине, сӳнтермен пирус тӗпӗсене пăрахмалла маррине асăрхаттараççӗ. Ан манăр, вăрман хăй тӗллӗн çунма тытăнмасть, вăрманти пушарсен 90 процентӗнче çынсем айăплă.
Нет комментариев