Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрман кодексне кӗнӗ улшăнупа çӗнӗ закон ватă йывăçсене касма ирӗк парать

Кăçал январӗн 9-мӗшӗнчен РФ Вăрман кодексӗн 565-мӗш федераллă законне кӗнӗ улшăнусем вăрман хуçалăхӗсене ӳссе ватăлнă йывăçсене касса биржа урлă сутма ирӗк парать. Çӗнӗ 431-мӗш закон шăпах çак тӗлӗшпе патшалăх стройкисем валли строительство материалӗсем туянма биржа законӗсене хута ярать.

Пӗрремӗш кварталăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе, БИРЖА ЦТС 8 миллиард ытла тенкӗлӗх 1700 сделка тунă. ТР Раисӗн Р.Миннихановăн хушăвӗпе пилотлă проект республикăра çулталăк каялла ӗçлеме тытăннă. Республикăн опычӗ лайăх пулнипе ăна Раççейӗпех сарма йышăннă.

РФ Вăрман кодексӗн 565-мӗш федераллă законне кӗнӗ улшăнусем патшалăх учрежденийӗсене ытлашши ӳссе кайнă йывăçсене хăйсем тӗллӗнех касма ирӗк параççӗ халӗ. 431-мӗш закон вара вăрман материалӗсене, пиломатериалсене тата вăрман тирпейленӗ продукцие строительство материалӗсен переченьне кӗртнӗ. Çапла майпа çак икӗ закон вăрман хатӗрлекен, тирпейлекен патшалăх организацийӗсене вăрман тата пиломатериалсен калăпăшӗпе ассортиментне ӳстерме, патшалăх строительство объекчӗсен потребитель-подрядчикӗсене маларах хыпарласа биржа урлă сутма май парать.

Тутарстан практики биржа механизмӗсен эффективлăхне кăтартать.

«Тутарстанăн пуçарăвӗпе ватă йывăçсене касмалли закон отрасльшӗн çӗнӗ майсем уçать: вăрмана сыватать, пушар хăрушлăхне чакарать тата çӗнӗ хунавсем лартма лаптăксем туса вăрмана çӗнетет тата вăрман хуçалăхӗсен финанс тăнăçлăхне ӳстерет, – пӗлтерет çӗнӗ закон пирки ТР Вăрман хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Раис Гумеров. – Тутарстан вăрман материалӗсене биржа урлă 2022 çултанпа сутать. Кăçал эпир унта 175 ăмăртмалла суту (торги) ирттерсе 74,2 миллион тенкӗлӗ 40 пин кубла метр вăрман сутрăмăр.

«Çак икӗ закон экономикăн çӗнӗ контурне йӗркелет. Патшалăх ватă йывăçсене касса çӗннине лартмалли тата вăрман материалӗсене строительсене тӳрремӗн сутса укçа ӗçлесе илмелли инструмент турӗ,– тенӗ БИРЖА ЦТС вице-президенчӗ Ирина Шиляева.

Çӗнӗ механизм пуриншӗн те меллӗ. Халӗ патшалăх строительство компанийӗ кăна мар, харпăр компанисем те патшалăхăн вăрманпа пиломатериалсен производителӗсем çине тӳрремӗнех тухаяççӗ. Биржа вара вăрман материалӗсене хатӗрлекенсене шыраса вăхăта ирттермест, торгисене хутшăнакансен административлă тăкакӗсене чакарать. Ватă йывăçсенчен хатӗрленӗ е тирпейленӗ материалсене сутнинчен бюджета укçа кӗрет. Маларах кун пек йывăçсене патшалăх усă курман.

Патшалăх вăрман хуçалăхӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество