Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрмана çуран та, машинăпа та кӗме юрамасть

ТР Министрсен Кабинечӗ шăрăх çанталăка пула вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăккипе июлӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа виçӗ эрне (пурӗ 21 кун) граждансене, транспорта кӗртме чарасси пирки постановлени йышăннă.

 Чару республикăн вăрман фончӗн мӗнпур территорине (Агрыз, Азнакай, Аксу, Элкел, Элмет, Арск, Павлă, Пӳлер, Пăлхар, Пӗкӗлме, Пăва, Елабуга, Заинск, Ешӗлвар, Ислетар, Кайпăç, Калейкино, Кама, Кызыл–Юлдуз, Лайăш, Лениногорск, Лубян, Мамадыш, Мензеле, Анат Кама, Нурлат, Атăлçи, Хулаçум, Саба,Теччӗ, Çарăмсан вăрман хуçалăхӗсем) пырса тивет. Çавна кура ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствине пушар хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтересе вăрман çулӗсене хупма шлагбаумсем лартма, талăкӗпех дежурство йӗркелеме хушнă. Çанталăк ытти çулсенчен те шăрăхрах пулнипе вăрмансенче пушар хăрушсăрлăхӗ июлӗн 2-мӗшӗнченех пысăккине пӗлтернӗччӗ, кун пек лару-тăру июлӗн 15-мӗшӗчченех пуласси паллă.

Чи пысăк, 4-мӗш класлă, пушар хăрушлăхӗ вăл типӗ курăк тăрăх пыракан транспортран е çын асăрхамасăр кăларнă пӗчӗк хӗлхемренех пушар каяссине пӗлтерет. Шăпах çак тӗллевпе вăрмансенче ку вăхăтра пирус туртма, кăвайт чӗртме юрамасть. Июлӗн 5-6-мӗшӗсенче сывлăш температури республикăра +35, +36 градус таранах пулнă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество