Вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк

Гидрометцентр Тутарстанри вăрмансенче май уйăхӗн 27- 31-мӗшӗсенче 4 класлă пушар тухас хăрушлăх пысăккине асăрхаттарать.

Çавăнпа çамрăк хырлăхсенче, тӳннӗ-хуçăлнă йывăçлă, типӗ курăклă тата торфлă вырăнсенче кăвайт чӗртме кăна мар, шăрпăк, пирус тӗпне, чӗлӗм кӗлне, çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсемпе вараланнă пусма татăкӗсене те пăрахма юрамасть.


общество

Нет комментариев