Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрманта упасем йышланнипе ăмăртăва тепӗр çула хăварнă

Трофи-рейд енӗпе (машинăсемпе çулсăр-мӗнсӗр пырассипе) Тутарстан кубокӗшӗн «Распутье» ăмăрту кăçал октябрӗн 6-8-мӗшӗсенче Рыбно-Слободски районӗнче пулмасть. Сăлтавӗ – вăрмансенче утамансен шучӗ ӳссе кайни.

Машинăсемпе çулсăр-мӗнсӗр пырса ăмăртас енӗпе клубăн ертӳçи Павел Лылов пӗлтернӗ тăрăх, маршрута палăртнă вăхăтра йӗркелӳçӗсем упа йӗрӗсене, вӗсем выртса тăракан вырăнсене асăрханă. «Кун пеккине эпир Марий Эл вăрманӗнче те нихăçан курман. Мăннинчен пуçласа çури таранах çав тери нумай упа кунта. Гонкăн трасси тата шăпах вӗсен шăтăкӗсем патӗнчен иртет. Сунарçăсене, егерьсене, администрацие пухса вӗсен шутне палăртма вăхăт нумай кайрӗ»,– тенӗ вăл ăмăртăва мӗншӗн кăçал ирттерме май килменни пирки.

Ăмăртăвăн маршрутне Кама юханшывӗн çыранӗ хӗрринче йӗркелес шухăш та пулнă, анчах унти вырăн гонка валли юрăхлă мар-мӗн, ăмăрту требованийӗсене тивӗçтермест. Мероприятие Марий Эл Республикине куçарма та шутласа пăхнă, анчах юлашкинчен килес çула хăварма йышăннă тесе пӗлтерет РБК Татарстан сайт.

 ТР Биоресурссен комитечӗ кăçал апрель уйăхӗнче кăна-ха утамансем Ешӗлвар, Агрыз, Мамадыш, Саба, Рыбно-Слободски районӗсен вăрманӗсенче пуррине пӗлтернӗччӗ. Ун чухне вӗсен шучӗ 25 пулнă-тăк, халӗ 70 пуçах çитнӗ.Чӗрчун тата ӳсен-тăран тӗнчине сыхлакан управленийӗн ертӳçи Ринат Чиспияков утамансен шучӗ йышланнăран çынсен пурнăçӗшӗн хăрушлăх ӳснипе ку тискер чӗрчуна Тутарстан Хӗрлӗ кӗнекинчен кăларма сӗннине пӗлтернӗ. Утамансене пӗтсе пыракан чӗрчунсен йышӗнчен кăларсанах вӗсен йышне чакарма май пулӗччӗ тенӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество