Верук тĕпелĕ
Кавăн ăнса пулчĕ пулсан, сирĕн валли рецепт.
КАВĂН ПЕЧЕНИЙӖ
Кавăна хуппинчен тасатмалла та пысăках мар касăксем туса касмалла. Фольгапа чӗркесе маларах 180 градус таран хӗртнӗ духовкăна хурса 30 минут пӗçермелле. Кăшт сивӗнсен лайăх ирмелле, блендерпа вӗтетсен тата аванрах. Çăнăха разрыхлитель хушса уйрăм савăта алласа хумалла. Çемçелнӗ ӗне çăвӗ çине сахăр песокӗпе ванилин хушса пăтратмалла, унтан 1 çăмарта ярса тата кокос пӗрчисем ярса пăтратмалла та майпен çăнăх хушса тăрса чуста çăрмалла. Ан манăр, çăнăха тӳрех веç яма юрамасть – чуста хăпармасть, хытă пулать.
Хатӗр чуста çемçе, анчах алла çыпçăнмалла мар. Аçтăрхан мăйăрӗ пысăкăш çаврашкасем туса пергамент сарнă çатма çине хурса тухмалла та кашнине кăшт пусса лапчăтмалла. 180 градус таран хӗртнӗ духовкăра 25 минут пӗçермелле.
200 гр пиçнӗ кавăн, 1 çăмарта, 50-шар гр сахăр песокӗпе ӗне çăвӗ, 0,5 апат кашăкӗ ванилин, 20 гр кокос пӗрчи, 10 гр разрыхлитель, 380 гр çăнăх кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев