Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виçӗ çул хушшинче Тутарстанра 3,5 пин социаллă пӗлтерӗшлӗ объекта сӳслӗ оптика линисене (ВОЛС) хута янипе пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивӗçтернӗ

Ҫак шутран 2 пинне кăçал интернетпа çыхăнтарнă. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗн çумӗ Альберт Яковлев пӗлтерчӗ

Ун сăмахӗсемпе 2021 çулта сӳслӗ оптика линийӗсене 1450 километр чухлӗ тăснă. Çапла ВОЛС строительстви виçӗ çулта 16 хутчен ӳснӗ. Халӗ республикăри мӗнпур шкула, фельдшерпа акушер пунктне, ял хутлăхӗн администрацине паха интернет çыхăнăвӗпе тивӗçтернӗ. Министр çумӗ палăртнă тăрăх, Тутарстан ку енӗпе Раççейре пӗрремӗш вырăнта.

А.Яковлев пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн патшалăх услугисен порталӗнче 2022 çулта тата ăçта пысăк хăвăртлăхлă мобильлӗ интернетăн база станцийӗсем пулмалли пирки сасăлав уçнă, вăл ноябрӗн 15-мӗшӗччен тăсăлать. Тутарстанра 61 пурăнмалли пункт кӗме тивӗç. Сахал çын пурăнакан вырăнсене интернетпа тивӗçтересси федераллă программăпа килӗшӳллӗн 100 е 500 çын пурăнакан вырăнсенче те LTE​ пысăк хăвăртлăхлă мобильлӗ интернетăн станцийӗсене тума йышăннă. Тутарстанра ун пек ялсем 624. Вӗсене интернетпа тивӗçтерме бюджетран 1,6 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă. Ку программа 2030 çулчченех пырӗ .

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев