Вируссем пулсан та лару-тăру лăпкă
Халӗ те Тутарстанра 11 вăхăтлăх инфекци госпиталӗнче 252 койка чирлисене йышăма хатӗр
Грипп тата вируслă инфекцисен чирӗсен сезонӗ пуçланас умӗн Тутарстанра медицина учрежденийӗсенче эмелсем, маскăсем хатӗрлеççӗ. Çак вăхăтра короновируспа аптракансен йышӗ ӳсесси те куçкӗрет.
– Короновирус инфекцине пула лару-тăру япăхас хăрушлăх сиксе тухсан койка-вырăнсене хушăпăр, – тенӗ пресс-конференцире ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман эпидемиологӗ Дмитрий Лопушов.
Халӗ те Тутарстанра 11 вăхăтлăх инфекци госпиталӗнче 252 койка чирлисене йышăма хатӗр. Паянхи куна вӗсенчен кашни 10-мӗш койки пушă.. Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçӗ çумӗ Любовь Авдонина паянхи куна вируслă инфекцисен енӗпе лару-тăру лăпкă тесе шантарнă.
Çав вăхăтрах хӗрлӗхенпе чирлекенсен шучӗ 92 çынна çитнӗ, вӗсенчен 43 ача. Пациентсенчен нумайăшӗ Хусанта пурăнаççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татр-информ» ИА. Авторӗ Рамиль Гали.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев