Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче Пӗкӗлмере ӗне комплексӗ хута каять
Комплекса тулли хӑватпа ӗҫлеттерсен, талӑкри вӑтам сӑвӑм 30 литра ӳсмелле
Пӗкӗлмене Германирен пине яхӑн тына илсе килнӗ
Пӗкӗлме районӗн Ял хӳҫалӑх управленийӗн ертӳҫи Ильдар Исмагилов палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулта района илсе килнӗ 550 пуҫ тына ӗнтӗ пӑрулама та ӗлкӗрнӗ. Паянхи куна пӗр ӗнерен талӑкне вӑтамран илсен 21 литр сӗт сӑваҫҫӗ.
Комплекса тулли хӑватпа ӗҫлеттерсен, сӑвӑм талӑкне 30 литра ӳсмелле.
Районра 13,1 пин сӑвӑнакан ӗнеллӗ виҫӗ сӗт комплексне тӑвас инвестпроекта хута кӗртеҫҫӗ. Производство хӑвачӗ талӑкне 360 тонна сӗте ҫитмелле.
Пӗрремӗш выльӑх-чӗрлӗх комплексӗ 3,5 пуҫ ӗне шӑнӑҫтараять тата 5,1 пин пару. Объекта ҫитес ҫулта ӗҫе кӗртмелле. Хальхи вӑхӑтра Унта строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев