«Вкусная Казань» гастрофестиваль кăçал юбилейне паллă тăвать
«Вкусная Казань» гастрофестиваль кăçал 10 çулхи юбилейне паллă тăвать. Хальхинче вăл июлӗн 13-14-мӗшӗсенче Хусанти «Казан» Çемье центрӗ патӗнчи лапамра иртет.
«9 çул хушшинче эпир çак фестивале ирттерсе 365 пин çынна апатлантартăмăр, 100 тонна апат çисе янă, унта тараватлăхпа сувенир продукцийӗн сферинче ӗçлекен 600 ытла представитель хутшăннă», — каласа парать Хусан хулин Туризм аталанăвӗн комитечӗн директорӗ Дарья Санникова.
«Вкусная Казань» проект Russian Event Awards пулăм туризмӗн облаçӗнчи халăхсен хушшинчи премин тăватă хутченхи лауреачӗ пулса тăнă. Çавăн пекех Раççейри туризмăн чи лайăх топ-50 пулăмӗсен йышне те кӗнӗ.
2021 çулта фестиваль «Легенда» кулинарин наци фестивалӗн çӗнтерӳçин ятне тивӗçнӗ.
«Пӗлтӗр „Казан“ Çемье центрӗ патӗнчи лапам акăш-макăш пысăк çемье пикникне çаврăнчӗ. Эпир хамăр ума çапларах задача лартатпăр: çынсем ырă лару-тăрура тутлă апат çисе киленччӗр, тӗрлӗ халăх апачӗпе паллашчăр, вăхăта çемьепе, юлташсемпе пӗрле ирттерччӗр, мӗн-тӗр çӗннине вӗренччӗр», — тет Д. Санникова.
Кăçал асăннă фестивальте ятарласа ача-пăча валли гастрономи зони те йӗркелеççӗ, унта тӗрлӗ мастер-классем, вăйăсем те пулӗç.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев