ВӐЛ «СУВАР» ÇЫРĂНМАСĂР ЮЛМАСТЬ
Ҫӗпрел районӗнчи Чăваш Шемӗршелӗнче пурăнакан вулаканăмăра Анатолий Максимова парне çитерсе патăмăр
«Сувара» куллен вулакансем пӗлеççӗ ӗнтӗ, редакци кашни çырăнтару кампанийӗнчех хаçата çур çула çырăннисен хушшинче парнесем вылянтарать. Акци пирки хаçатра çырса пӗлтерсенех редакцие квитанцисем ярса пама пуçлаççӗ хаклă вулаканăмăрсем. Çав квитанцисем тăрăх хаçатăмăра кам пӗрре те çырăнмасăр юлманнине пӗлетпӗр вара.
Нумайăшӗ кашни акцирех ярса парать квитанцине. Темиçе хутчен парне выляса илекенсем те çук мар. Эппин телейлӗ çынсем вӗсем. Эпир, редакцире ӗçлекенсем, савăнатпăр кăна пирӗн шанчăклă туссем пулнишӗн. Хуçисем хăйсем редакцие килсе илеймен пӗчӗкрех парнесене почта урлах ярса паратпăр. Пысăкрах калăпăшлисене вара çула май çитерсе пама тăрăшатпăр.
Иртнӗ эрнере «Сувара» 2021 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцире çӗнтернӗ тепӗр вулакăнăмăра – Çӗпрел районӗнчи Чăваш Шемӗршел ялӗнче пурăнакан А.Н.Максимова хаçатăн парнине çитерсе патăмăр. Анатолий Николаевича термопот тухнăччӗ. Çак ялăн почтальонки Елизавета Васильевна Еремеева каланă тăрăх, Анатолий Николаевич «Сувара» пӗрре те çырăнмасăр юлмасть. Квитанцине те кашнинчех редакцие ярса парать хисеплӗ ватă. Тивӗçлӗ канăва тухиччен вырăнти хуçалăхра стройбригадăн бригадирӗнче тăрăшнăскер, яланах хаçат-журнал вулама юратнă-ха вăл, халӗ те çак ырă йăлана пăрахмасть. Уйрăмах Хусанта тухса тăракан «Сувара» кăмăллать. Хаçатăмăра 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли те çырăнма шантарчӗ Анатолий Николаевич.
Шел те, Чăваш Шемӗршелӗнче пурӗ те тăватă çын кăна «Сувар» çырăнса илет иккен. Пысăк ялшăн ку кăтарту питӗ пӗчӗк. Çитес çултан вулакансен йышӗ ку ялта ӳсессе питӗ шанса тăратпăр.
Хамăр корр.
О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ.
А.Н.Максимов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев