Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтерсен çулталăкӗнче вӗсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ

Çак проект Хусанта октябрӗн 25-мӗшӗнчен ноябрӗн 30-мӗшӗччен Архитектура университетӗнче ӗçлет. Унта 18 çул тултарнă кирек хăш çын та хутшăнма пултарать.

2018 çул вӗçӗнче Путин 11 наци проекчӗ пуçласси пирки Указ кăларнă. «Культура» нацпроектăн паспортӗнче «Волонтеры культуры» юхăма уйрăммăн палăртнă. Ку вăл çӗршывăн культура пурнăçне хутшăнакансене пырса тивет. Пӗтӗмраççейри культура еткерлӗхӗн палăкӗсене упрас волонтерсен юхăмӗ, çӗршыври культура шаралăхӗсем пулăшнипе «Еткерлӗх волонтерӗсен шкулне» йӗркелесе янă. Çакăн валли вӗсем волонтерынаследия.рф сайт та туса хунă. Çак шкул волонтерсен юхăмне кӗрӗшнӗ кашни хулара лекцисемпе практика занятийӗсем ирттерет. 
Культура пӗлтерӗшӗллӗ кивӗ çуртсене çӗнетес ӗçе кӳлӗнес текен ырă кăмăллă çынсене пуçтарса реставраципе реконструкци ӗçне вӗрентеççӗ. Çак проект Хусанта октябрӗн 25-мӗшӗнчен ноябрӗн 30-мӗшӗччен Хусанти архитектура университетӗнче ӗçлет. Унта 60 çын çырăннă ӗнтӗ. Пурӗ 300 волонтера вӗрентсе кăларасшăн хӗле кӗриччен.  
 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев