Вӑрҫа чарма пултаракана Тӑнӑҫлӑх премине парӑттӑм
Ҫак шӑплӑхра тӗнче лидерӗсем пуҫӗсене Путин енне ҫавӑрнӑ, кӗтеҫҫӗ вӑл мӗн каласса
Белоруссире лӑпкӑ мар, Карабахра вӑрҫӑ, Киргизи тата пӑлханать. Раҫҫей йӗри-таврашӗнчи союз республикисем пулнӑ ҫӗршывсенче лару-тӑру кӑткӑсланса пыни хӗвел анӑҫ енчи пирӗн тӑшмансене (эпӗ вӗсене ниепле те "партнер" теейместӗп) хытӑ савӑнтарать. Наркӑмӑшланнӑ Навальный пирки те ав чӗпӗткелеме хӑтланаҫҫӗ.
Анчах Карабахра вӑрҫӑ хускалсан Меркель те, Макрон та армянсемпе азербайджансене лӑпланма ыйтрӗҫ, лешсем хӑнк та тумаҫҫӗ. Вашингтонран Трамп лӗпӗртетсе выртать: "Пирӗн вӑл регионра хутшӑнусем аван. Эпир конфликта чарнӑ ҫӗре хутшӑнма пултаратпӑр", – тесе. Хирӗҫ тӑракансем никама та итлемеҫҫӗ, пӗр-пӗрне переҫҫӗ.
Кам айӑплӑ ҫак вӑрҫӑра? Ӑна ҫӑмӑллӑнах палӑртма ҫук, тахҫанхи хирӗҫтӑру ҫӗршывсем вӑй илсе пынӑҫемӗн ҫӗнӗрен хӗмленет. РФ ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Сергей Лавров та темиҫе хутчен хӗҫпӑшалсене хурса калаҫу пуҫлама ыйтрӗ ҫапӑҫакансене, Шойгу та мирлешме чӗнсе каларӗ. Сентябрӗн 27-мӗшӗнченпе Путин кӑна шӑп. Ӗнер пирӗн Президент хӑйӗн ҫирӗп сӑмахне тӗнче илтмелле каларӗ: "Чарӑнӑр!"
Путин сӑмахӗсемпе, Раҫҫейре 2 миллиона яхӑн азербайджан тата 2 миллион ытла армян пурӑнать. Пире ҫак хирӗҫӳ питӗ пӑшӑрхантарать.
Раҫҫей лидерӗ Пашинянпа тата Алиевпа телефонпа ҫыхӑнса калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳрех Арменипе Азербайджан элчисем Мускавра тӗлпулнӑ. Раҫҫей хирӗҫлекен енсене ҫар операцийӗсене чарма чӗнсе калать. Ҫакӑ ӗнер пулса иртрӗ.
Паян ирхине информанентствосем пӗр-пӗринпе ӑмӑрта-ӑмӑрта 12.00 сехетре Карабахра пеме чарӑнаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Тӑнӑҫлӑх енне пӗрремӗш утӑм пур. Мускав каллех тинӗс леш енчисен сӑмсисене шӑлчӗ. Ҫак шӑплӑхра тӗнче лидерӗсем пуҫӗсене Путин енне ҫавӑрнӑ, кӗтеҫҫӗ вӑл мӗн каласса. Ҫакӑ мар-и халӑхсем хушшинчи авторитет?
Аван-и вӑл, начар-и, вӑрҫа чарма пултаракан ҫынна эпӗ пӗр сӑмахсӑр Нобелӗн мир премине панӑ пулӑттӑм.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев