Врач Covid-19па чирленӗ хыҫҫӑн ачасемшӗн хӑрушлӑх пурри ҫинчен пӗлтернӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Врач Covid-19па чирленӗ хыҫҫӑн ачасемшӗн хӑрушлӑх пурри ҫинчен пӗлтернӗ

Палӑртса хӑвармалла, ачасем Covid-19 чирне ҫӑмӑл формӑра тӳссе ирттернӗ пулсан, ҫакнашкал симптомсем пулмасса та пултараҫҫӗ

 "Кавасаки чирӗ евӗр синдром коронавируспа чирлесе ирттернӗ 8-11 ҫулхи ачасенче тӗлпулать. Ытларах чухне миокардит пулать, чӗре мышци шыҫать. Ҫавӑн пекех юн пусӑмӗ улшӑнуллӑ тата шок реакцийӗсем пулма пултараҫҫӗ",– тесе пӗлтернӗ врач-педиатр-эксперт Григорий Шеянов.

Симптомсем хушшинче врач сывалнӑ хыҫҫӑн ачан температури ӳссе кайнине, вӑл вӑйсӑрланнине, интоксикацие, фарингита, мӑй ҫинчи лимфа тӗввисем ӳснине, коньюктивита, хӗрелнӗ е типсе ҫуркаланнӑ тутасене асӑннӑ.

Чирӗн симптомӗсем ача коронавирусран сывалнӑ хыҫҫӑн темиҫе эрне иртсен палӑрма пултараҫҫӗ.

Палӑртса хӑвармалла, ачасем Covid-19 чирне ҫӑмӑл формӑра тӳссе ирттернӗ пулсан, ҫакнашкал симптомсем пулмасса та пултараҫҫӗ.


Нет комментариев