Вӗренӳ çулӗ пуçланас умӗн кибермошенниксем хастарланаççӗ
Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Раççей Çутӗç министерстви мобильлӗ çыхăнупа тата мессенджерсемпе усă куракан кибермошенниксен нумайланни çинчен аса илтерет. Смартфонсемпе тата ытти гаджетсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăхăн хушма мерисене асра тытмалла.

Вӗренӳ çулӗ пуçланас умӗн ашшӗ-амăшӗсем ачисен валли çӗнӗ телефонсемпе сим-карттăсем туянаççӗ. Çавна май усал шухăшлă çынсем çул çитменнисен шанăçлăхӗпе тата цифра пӗлӗвӗ çителӗксӗррипе усă курма васкаççӗ. Ултавçăсем усă куракан схемăсем кăткăслансах пыраççӗ: ачасене ссылкăпа каçма, выляса илнине çирӗплетме е СМСпа килнӗ кода пӗлтерме ыйтаççӗ. Ашшӗ-амăшӗн тӗп тӗллевӗ – ачана хăрушсăрлăхăн тӗп правилисене ăнлантарса парасси тата патшалăх пăхса хăварнă хӳтӗлев механизмӗсемпе тӗрӗс усă курасси.
Ултавпа харпăр даннăйсене вăрлас хăрушлăха чакарас тӗллевпе Раççей Цифра министерстви ача-пăча сим-карттисене хӳтӗлемелли механизм хатӗрленӗ. Тӗп мера – операторсене авторизаци кодӗсене тата реклама рассылкисене çул çитменнисен номерӗсем çине яма чарни.
Ашшӗ-амăшӗн хăрушсăрлăхăн хушма мерисене асра тытмалла:
- Ачасене иккӗленӳллӗ ссылкăсемпе каçма, СМСпа янă кодсене пӗлтерме тата мессенджерсенчи палламан çынсемпе çыхăнăва тухма юраманнине ăнлантарса памалла.
- Сим-карттăна хӳтӗлемелле. Реклама рассылкисене тата авторизаци кочӗсене СМСпа яма чарма мобильлӗ оператор патне кайса заявлени çырмалла.
- Приложенисен настройкисене тӗрӗслӗр. Ачасем хăйсен телефонӗсем çине çӗнӗ программăсем туянассине тата вырнаçтарассине чармалла.
- Шкул правилисене уçăмлатăр.Телефонпа усă курма ирӗк панипе паманнине вӗрентекенсенчен малтанах ыйтса пӗлӗр.
- Çыхăнура пулăр. Телефон çине иккӗленӳллӗ хыпарсем е шăнкăравсем килнипе килменнине ыйтсах, интернетри хăрушлăх пирки аса илтерсех тăрăр.
Раççей Федерацийӗн Çутӗç министерстви шкулсенчи уроксенче çыхăну хатӗрӗсемпе, çав шутра мобильлӗ телефонсемпе, планшетсемпе тата ятарлă сехетсемпе усă курма чарнине асăрхаттарать. Тăхтава тата урок тулашӗнчи вăхăта илес пулсан, вӗсемпе усă курмалли йӗркене кашни пӗлӳ паракан организаци хăй тӗллӗн палăртать. Хальхи саманара хăрушлăхсем урамра кăна мар, смартфон экранӗнче те сиксе тухма пултарнине яланах асра тытмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев