Вӗренекенсем суд ӗçӗпе паллашрӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗренекенсем суд ӗçӗпе паллашрӗç

Октябрӗн 17-мӗшӗнче «Правосудие от А до Я» проект шайӗнче Нурлат хулинчи 8№ шкулта 9-мӗш тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем Нурлат районӗн судне çитсе курчӗç.

Малтан шкул ачисем суд ларăвӗнче пулчӗç. Вӗренекенсем уголовнăй ӗçе мӗнлерех пăхса тухнине, айăпланакана юлашки сăмах панине, приговор вуланине хăйсен куçӗпе курчӗç.

Унтан Алия Гильмутдинова судья ачасене суд системи, уголовнăй ӗçсене еплерех пăхса тухни пирки тӗплӗн каласа пачӗ, вӗренекенсен ыйтăвӗсене хуравларӗ. Суд çуртӗнчи экскурси те кăмăлне кайрӗ ачасенне.

Материал та, сăнӳкерчӗк те

Нурлат район сучӗн пресс-службин.

 

 


В зале суда

Нет комментариев