Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳ объекчӗсене сыхласа хӑвармалла

Тутарстанра хальлӗхе çӗнӗ шкулсем тӑвассин переченьне çирӗплетмен-ха. Хальхи вӑхӑтра ку ыйтӑва сӳтсе яваççӗ. Кун пирки ТР Патшалӑх Канашӗн 47-мӗш ларӑвӗнче ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ.

«Пирӗн Хусанта та çӗнӗ шкулсем кирлӗ. Сӑмахран, тепӗр çул тӑватӑ шкул тăвасшăн. Çырчаллинче пысăк çурт-йӗрсем хăпартаççӗ, çӗнӗ микрорайонсем йӗркеленеççӗ. Шкулсемпе çыхăннă ыйтăва татса парас тесе тӗрлӗ модельсене сӳтсе яватпӑр эпир», – каланă вӗрентӳпе наука министрӗ.

Ача сачӗсемпе шкулсем тӑвасси республикӑра приоритетлă пулнине, çĕнĕ вӗрентӳ организацийӗсем уçас енӗпе федераци шайĕнче çӗнӗ программăсем çураласса шаннине пӗлтернӗ Ильсур Хадиуллин. Вăл каланӑ тӑрӑх, регионта педагогсем çитменни те палӑрать. Пурӗ вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, ют чӗлхесемпе 425 вӗрентекен çитмест, вĕсенчен нумайăшĕ Хусанта.

«Республика шучӗпе Тутарстанра били- и полилингвальлĕ траекторипе педагогика вузӗсенче 745 пулас педагог вӗренет. Çулсерен пирӗн вузсене 1,5 пин ытла вӗрентекен пӗтерет, вĕсенчен республикăн çĕнĕ программипе 150 çамрӑк специалист шкулсене килет. Анчах пирĕн тӗп проблема – вӗсене ĕç вырăнĕнче çирӗплетесси», – палӑртрӗ докладчик.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, кашни çул педагогика колледжӗсенчен вӗренсе тухнӑ 1250 специалист шкулсене ӗçлеме каять. Вӗсен 80 процентчĕ ӗç вырӑнӗнче çирӗпленет.

«Пирĕн тӗп тӗллевсенчен пĕри –вӗрентӳ учрежденийӗсене сыхласа хӑварасси. 1990-мӗш çулсенче Хусанта кӑна 100 ытла ача садне хупнӑ, çавӑнпа та паян эпир çитменлӗхе туятпӑр. Вӗрентӳ объекчӗсене сыхласа хӑвармалла», – палăртса хăварнă юлашкинчен ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин.

Сăнӳкерчĕк mon.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование