Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳ опычӗпе пӗрле усă курма

Июнӗн 10-11-мӗшсенче Хусанта «Формируя будущее» II Халăхсен хушшинчи вӗрентӳ министрӗсен форумӗ ӗçлерӗ


Июнӗн 10-11-мӗшсенче Хусанта «Формируя будущее» II Халăхсен хушшинчи вӗрентӳ министрӗсен форумӗ ӗçлерӗ

Форума Ăна РФ Çутӗç министерстви, ТР Правительстви тата «Моя история» гуманитари наукисене тӗрев парассипе фонд йӗркеленӗ. 
40 ытла çӗршывран 150 ытла представитель килнӗ Тутарстанăн тӗп хулине. Фойере çак мероприяти тӗлне хатӗрленӗ стендсем Раççейри вӗрентӳпе канăва çутатаççӗ: «Билет в будущее» профориентаци проекчӗ, уçă вӗрентӳ центрӗсем, «Орленок», «Артек» халăхсен хушшинчи ача-пăча лагерӗсем тата ытти интереслӗ стендсем, 24 тӗрлӗ темăна хускатнă вӗсенче. 

Тунтикун Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра уçăлчӗ форум. РФ Çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пухăннисене РФ Президенчӗн Владимир Путинăн саламне вуласа пачӗ. Президент вӗрентӳ енӗпе пирӗн çӗршыв ыттисемпе уççăн килӗштерсе ӗçлеме хатӗррине палăртнă. Çӗршывăн вӗрентӳри опычӗ пысăк, пӗрлехи проектсенче шкул вӗренекенӗсемпе, студентсемпе, педагогсем улшăнма пулать. Владимир Владимирович форум перспективлă идейăсемпе пуян пулассине шаннине пӗлтернӗ.

Тутарстан Республикинчен ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ. Килнӗ хăнасене вăл Хусанпа паллаштарчӗ, республика çинчен каласа пачӗ. Тутарстан нефть уçласа тирпейленине те, карапсем, самолетсем, вертолетсем тунине асăнчӗ. Çак форума ирттерме кăçал та Тутарстана шаннишӗн тав турӗ. 

Кăçалхи форумра шкул çулне çитменнисен вӗрентӗвне те сӳтсе явнă, ăс-хакăл пуянлăхӗн йăлари хакӗсене упраса хăварасси, инвалид тата ОВЗ ачасемпе ӗçлесси тата вӗрентесси, паллах, искусствăлла интеллекта вӗрентӳре усă курасси пирки те сӳтсе явнă. 
Сергей Кравцов вӗрентӳре, воспитанире цифрăллă технологисене аталантарассипе пухнă опыт çинчен каласа пачӗ. 2023 çулта халăхсен хушшинчи тӗпчевсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе Раççей вӗрентӳ пахалăхӗпе тӗнчери вунă çӗршывран пӗри.
«Российский учитель за рубежом» программăна хутшăнма чӗнчӗ. Пӗрле шкулсем уçма, учебниксем хатӗрлеме сӗнчӗ. «Российский учитель за рубежом» проектпа 400 ытла вӗрентекен 13 çӗршывра вырăс чӗлхипе литературине вӗрентет. 
Паллах, форумра ют çӗршывсенчен килнӗ делгатсем те тухса калаçрӗç. Вӗсем хăйсен çӗршывӗсенче вӗрентӳ сферинчи лару-тăру çинчен каласа панипех пӗр-пӗринпе вӗрентӳ енӗпе ку енӗпе çыхăнса ӗçлеме кăмăл пуррине пӗлтерчӗç. КНР вӗрентӳ министрӗн çумӗ Чен Цзе вӗрентӳре онлайн технологипе, искусствăлла интеллектпа усă курни çинчен каласа пачӗ. Вӗрентӳ енӗпе Китай çӗршывсемпе килӗштерсе ӗçлеме хатӗррине каласа пачӗ, цифрăллă вӗрентӳ тытăмӗпе усă курма та ирӗк парасси пирки каларӗ Чен Цзе.
Сăнӳкерчӗк С.Камалетдиновăн («Татар-информ»ИА ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум