Вулакансем ыйтнипе: «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс!
Хисеплӗ вулакансем! Пӗлтӗр хаçатра «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс ирттернине пурте астăватăр ӗнтӗ. Ăна пурте хапăл туса йышăнчӗç. Хутшăнакансем те нумайăн пулчӗç. Сисмерӗмӗр те, кăçал та тухăç пуçтармалли вăхăт çитрӗ акă. Апла-тăк хаçатăн страницисенче «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс татах ирттерер мар-и?
Вулаканăмăрсенчен нумайăшӗн сад-пахча пур, тем те акса ӳстеретӗр эсир унта. Çакна пӗлтӗр ирттернӗ конкурс вăхăтӗнче «Суварта» пичетленнӗ сăнӳкерчӗксене пăхсах ӗнентӗмӗр. Пӗрин пахчинче çур метр тăршшӗ кишӗр çитӗннӗ, теприн – ытама кӗмен кавăн, виççӗмӗшӗн винограчӗ кăнтăрти пек тухăçлă ӳснӗ, тăваттăмӗшӗн ытарайми панулмийӗсем витри-витрипе... Çынна тӗлӗнтермелли пурах.
Конкурса хутшăнакансен фантазийӗ пысăккине те куртăмăр пӗлтӗр. Мӗнле кăна сăнӳкерчӗк килмерӗ-ши конкурса? Пултаратăр, хаклă вулаканăмăрсем. Эппин, атьăр-ха кăçал та кӗр мăнтăрӗн тухăçӗ çине пăхса савăнар.
Çак илемлӗ вăхăта асра хăварас шутпа хаçатра «Кӗр мăнтăрӗ» сăнӳкерчӗксен конкурсне ирттерме йышăнтăмăр. Сирӗн пахчăрта çын тӗлӗнсе тăмалла пахча çимӗç е улма-çырла ӳсет-тӗк, ăна фотоаппаратпа е смартфонпа илемлӗн ӳкерсе илӗр те «Кӗр мăнтăрӗ» конкурса» тесе палăртса suvar@mail.ru редакци почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсапп урлă ярса парăр. Паллах, уйра, çаран çинче е вăрманта пуçтарнă тухăçпа та мухтанма юрать. Сăнӳкерчӗке кам ярса панине, адресăра, хăвăрăн телефон номерне палăртма ан манăр. «Кӗр мăнтăрӗ» конкурсăн положенийӗпе çывăх вăхăтра сайтра паллашма пултаратăр.
Чи интереслӗ сăнӳкерчӗксен авторӗсене «Сувар» хаçатран асăнмалăх парнесем кӗтеççӗ.
Конкурса сăнӳкерчӗксене октябрь вӗçленичченех йышăнатпăр. Эппин, пуçлатпăр!
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев