Вырсарникун Юхма Мишшипе тӗлпулу пулать
Октябрӗн 13-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче 15 сехетре чăваш халăх çыравçипе Юхма Мишшипе тӗлпулу иртет. Мероприятире авторăн тутарла куçарнă çӗнӗ кӗнекин презентацийӗ пулать.
Хусанти ЧНКЦ çыравçăпа тӗлпулусем ирттерсех тăрать. Хальхинче те «ыйту-хырав» ярăм пуласса пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем. Чи кăсăк ыйтушăн – парне параççӗ. Анчах кун пек мероприятие хутшăнни тӗлпулăва килекенсем валли хăйне евӗр парне.
Мероприяти хыççăн хаçат ӗçченӗсем çырăнтару ирттереççӗ. «Сувар» хаçата çырăнса парнеллӗ пулма та май пулать.
16 сехетре Туслăх Çурчӗн концерт залӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем спектакль лартаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев