Хаклă туссем, юратнă вулакансем!
Çырăнтару – 2023
Апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа 20-мӗшӗччен 2023 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли хаçат-журнала йӳнерех хакпа çырăнма пулни пирки тепӗр хут аса илтеретпӗр сире. Раççей Почти çырăнтару декади ирттерет. Апла-тăк хăвăр юратнă хаçат-журнала çак 10 кун хушшинче 2023 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли йӳнерех хакпа çырăнма пулать. Тӗслӗхрен, Тутарстанра пурăнакансем «Сувара» декада вăхăтӗнче 638 тенкӗ те 22 пуспа, Чăваш тата Марий Эл Республикисенче, Ульяновск, Самара, Ленинград тата Мускав облаçӗсенче 692 тенкӗ те 94 пуспа, Пушкăртстанпа Челябинск облаçӗсенче 724 тенкӗ те 80 пуспа çырăнма пултараççӗ.
Хаклă тусăмăрсем, кăçал 30 çул тултаракан хаçата çырăнмасăр ан юлăр! «Сувара» çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.
«Сувар индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.
Чăваш пулар, пӗрле утар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев