Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

халăх календарӗ

•Чӳк уйăхӗн 20-мӗшӗ – Федор. Çак кун юр çусан çуркунне шыв нумай пулать. Çак кун пӗлӗтсем çурçӗр енче-тӗк – çанталăк ăшăтасса кӗтни кăлăхах

•Чӳк уйăхӗн 20-мӗшӗ – Федор. Çак кун юр çусан çуркунне шыв нумай пулать. Çак кун пӗлӗтсем çурçӗр енче-тӗк – çанталăк ăшăтасса кӗтни кăлăхах.

•Чӳк уйăхӗн 21-мӗшӗ – Михаил Архангел. Çумăр çусан Микула кунӗччен (декабрӗн 19-мӗшӗччен) йӗпе-сапа пулать. Çак кун чиркӳре чан çапнине илтни – телее. Юр çурӗ-тӗк – эппин хӗл çитрӗ. 

•Чӳк уйăхӗн 22-мӗшӗ – Матрона. Иртен пуçласа каçчен уяр çанталăк тăрсан вăл виçӗ эрнене тăсăлать. 

•Чӳк уйăхӗн 23-мӗшӗ – Ераст тата Родион. Ирхине таврана çăра тӗтре карса илнӗ-тӗк – кӗçех ăшăтать. Çак кун тӗлне çырмасем яка пăрпа витӗннӗ пулсан – кӗçех хӗл ларать.

•Чӳк уйăхӗн 24-мӗшӗ – Федор тата Екатерина. Çак кун йӗпе пулсан, юр çусан декабрӗн 4-мӗшӗчченех çапла пулать. Çиллӗ пулни хӗл хаяр пуласса. Çак кун мӗнле – хӗл çапла. 

•Чӳк уйăхӗн 25-мӗшӗ – Иоанн. Çак кун юр çуса йывăçсем çине ларчӗ-тӗк – çӗр çинчи юр çуркуннеччен тек ирӗлмест. Çак кун мӗнле – декабрь пуçламăшӗ те çапла. 

•Чӳк уйăхӗн 26-мӗшӗ – Иоанн Златоуст, Юрий. Юр чарăна-чарăна çăвать – çанталăк пăсăласса. Каçхи тӳпере çăлтăрсем йăлкăшса çунаççӗ – юрлă тата çиллӗ çанталăк пуласса. 

Сăнӳкерчӗк Т.Васильеван.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: традиции