Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

Юпа уйăхӗн 21-мӗшӗ – Пелагея тата Трифон. «Трифон кӗрӗк саплать, Пăлаки алсиш çыхать», – теççӗ халăхра, хӗл çывхарнăран ăшă тум хатӗрлеме вăхăт çитнине шута илсе. Шăшисем кăнтăр енче йăва çавăраççӗ – хӗл сивӗ тата нумай юрлă пулать.

• Юпа уйăхӗн 22-мӗшӗ – Яков. Сивӗсем çирӗпленсех пыраççӗ. Тилӗ нумай вӗрет-тӗк – çанталăк улшăнасса. Каюра сивӗ çанталăкрах шăтăкӗнчен тăпра кăларса пăрахать пулсан – ăшăтасса. Ирхине çумăр çурӗ-тӗк, каçпа юр çăвасса кӗт.

• Юпа уйăхӗн 23-мӗшӗ – Евлампий. Кунсем кӗскелсех пыраççӗ. Енчен те япăх çанталăкра кăнтăр-хӗвеланăçӗнчен вӗрекен çил урăх май – тӗслӗхрен, çурçӗртен – вӗрме пуçлать-тӗк, çумăрсем кӗçех чарăнаççӗ.

• Юпа уйăхӗн 24-мӗшӗ – Филипп. Çил тухăçран вӗрнӗ чух çăвакан çумăр вăраха тăсăлать, çурçӗртен – кӗçех сивӗтессе. Çанталăк сивӗтес умӗн мулкач питӗ сисӗмлӗ – çынна курсан аякранах тарать. 

• Юпа уйăхӗн 25-мӗшӗ – Андрон, Пров. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк – çитес çул пăрçа ăнса пулать. Вӗçен кайăксем аялтан вӗçеççӗ – хӗл ир килет тата хаяр пулать. Çил çурçӗртен вӗрсен – сивӗтессе, кăнтăртан – ăшăтасса.

• Юпа уйăхӗн 26-мӗшӗ – Агафон, Карп. Кăнтăрлахипе каçхи сывлăш температури пӗр пекрехех пулсан йӗпе-сапа вăраха тăсăлать. Автан каçпа кӗтмен çӗртен авăтма пуçларӗ-тӗк – çанталăк улшăнасса.

• Юпа уйăхӗн 27-мӗшӗ – Параскева Пятница. Çак кун питӗ пылчăклă пулсан – хӗл лариччен тăватă эрне юлнă. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай – çитес çул тухăç вăйлă пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы