Халăх календарӗ
Юпа уйăхӗн 28-мӗшӗ – Ефимий. Атмосфера пусăмӗ чакрӗ-тӗк – çиллӗ, çумăрлă çанталăка. Пӗлӗтсем пӗр çӗрелле пуçтарăнни – çумăра. Çак кун вăрăмтуна курсан хӗл ăшă пулать.
• Юпа уйăхӗн 29-мӗшӗ – Лонгин. Арчаран хӗллехи тумсене кăларма вăхăт çитнӗ. Çил улшăнса вӗрет – хӗл те улшăнчăк пулать.
• Юпа уйăхӗн 30-мӗшӗ – Осий. Кăвакарчăнсем пытанаççӗ-тӗк – çанталăк пăсăласса. Килти хурсем çуначӗсемпе вӗçсе каясла суллаççӗ пулсан – çумăра. Çак кун çăвăнма юрамасть.
• Юпа уйăхӗн 31-мӗшӗ – Лука. Хура кӗркунне вăрăмтунасем пулни – хӗлле ăшă пуласса. Чие йывăççи çинчен çулçăсем ӳксе пӗтмен-тӗк – ларнă юр хăвăрт ирӗлсе пӗтет.
• Чӳк уйăхӗн 1-мӗшӗ – Иван. Енчен те ноябрӗн 1-мӗшӗнче сивӗ тата юрлă – çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать; ку кун ăшă-тăк – çуркунне те ăшă пулать. Çак кун питӗ пылчăклă-тăк – хӗл лариччен тата тăватă эрне юлнă.
• Чӳк уйăхӗн 2-мӗшӗ – Артемий. Çил анăçран вӗрсен – йӗпе-сапа вăраха каять. Юр типӗ çӗр çине ӳксен – кӗçех ăшăтать.
• Чӳк уйăхӗн 3-мӗшӗ – Илларион. Çак кун уяр пулсан кӗçех сивӗтет. Упа хӗл каçма çӳллӗрех вырăнта вырнаçнă шăтăк суйласа илет-тӗк – çуркунне шыв нумай пулать. Юр лайăх шăннă çӗр çине ларчӗ-тӗк – çитес çул тухăç ăнса пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев