Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Çанталăка сăнаса хĕлле мӗнлерех пулассине пĕлер

• Çурла уйăхӗн 28-мӗшӗ – Успени. Çак кун асамат кӗперӗ курсан кӗркунне ăшă пулать. Уяр çанталăк тăрать – «карчăк ăшшинче» сивӗ пулать. Эрешмен карти нумай –хӗлле сивӗ тата сахал юрлă пулать.  

• Çурла уйăхӗн 29-мӗшӗ – Мăйăр Сăпасӗ. Çак кун тӗлне тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайса пӗтеççӗ-тӗк, Пукравра сивӗтет. Ку кун уяр çанталăк тăрсан хӗл кӗске пулать.

• Çурла уйăхӗн 30-мӗшӗ – Мирон. Хӗвел тухнă чух тӳпе хӗрлӗн курăнать-тӗк – çанталăк çиллӗ пулать. 

• Çурла уйăхӗн 31-мӗшӗ – Лавр тата Фрол. Çак кунччен ыраш акса ӗлкӗреймесен çитес çул тухăç япăх пулать. Çак кун лашапа ӗçлеме юрамасть. 

• Авăн уйăхӗн 1-мӗшӗ – Андрей тата Фекла. Çил кăнтăртан вӗрет-тӗк – сӗлӗ ăнса пулать. Çак кун çуралнă çын питӗ ăслă пулать. 

• Авăн уйăхӗн 2-мӗшӗ – Самуил. Тăрнасем васкамасăр çӳлтен вӗçеççӗ – кӗр ăшă пулать. Пилешӗн çырли нумай-тăк – кӗркунне çумăр тăтăш çăвать. 

• Авăн уйăхӗн 3-мӗшӗ – Фаддей. Çак кун çанталăк лайăх-тăк тата тăватă эрне çапла пулать. Юман йӗкелӗ нумай – Раштав тӗлне юр нумай çăвать. Шăшисем капансем хушшинче йăва çавăраççӗ – кӗркунне вăрăма тăсăлать тата çумăрлă пулать. Çак кун çуралнă çынсем лайăх сиплевçӗсем пулаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народный календарь