Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Паян автансем сӗре ир авăтма пуçласан ăшăтать.

• Кăрлач уйăхӗн 15-мӗшӗ — Сильвестр. Автансем сӗре ир авăтма пуçласан — ăшăтасса. Каçхи тӳпере çăлтăрсем йăл-йăл çиçеççӗ-тӗк — сивӗ кунсем вăрахчен тăраççӗ, аран курăнаççӗ пулсан — ăшăтасса. Çак кун çуралнă çынсем аван ветеринар пулаççӗ.

• Кăрлач уйăхӗн 16-мӗшӗ — Гордей. Çанталăк ку кун мӗнле — пуш уйăхӗнче те çапла пулать. Йывăçсене пас тытнă-тăк — çуркунне ир килет. Çак кун çитӗнӳсемпе мухтанмалла мар — куç ӳкерме пултарӗç. 

Кăрлач уйăхӗн 17-мӗшӗ — Феоктист. Ирхине тавралăха çăра тӗтре карса илнӗ — çурхи тырăсем ăнса пулӗç. Кун уяр, тӳпе пӗлӗтсӗр — нарăс уйăхӗ сивӗ пулать.

• Кăрлач уйăхӗн 18-мӗшӗ — Кăшарни умӗнхи кун. Юр нумай çусан тырпул тата хуратул ăнса пулать. Çак каç алăк-чӳречепе алăк суллисем çине пурăпа хӗрес çырса тухмалла. 

• Кăрлач уйăхӗн 19-мӗшӗ — Кăшарни. Кунӗпе çил-тăман вӗçтерсен Çăварнире те çавăн пек çанталăк пулать. Кăшарнире тӗне кӗнӗ çынсем вăрăм ӗмӗрлӗ тата телейлӗ пулаççӗ. 

• Кăрлач уйăхӗн 20-мӗшӗ — Иоанн Креститель. Кăнтăртан вăйлă çил вӗрет — çулла çумăрлă, аслатиллӗ пулать. Çак кун мăшăрланма калаçса татăлакансем телейлӗ пулаççӗ. 

• Кăрлач уйăхӗн 21-мӗшӗ — Емельян. Ирпе ирех çăхан кранклатать, çерçисем чăйăлтатаççӗ — çуркунне ир килессе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы