Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

• Нарăс уйăхӗн 26-мӗшӗ — Степан, Мартын. Çак кун сивӗ-тӗк, çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать. Мӗн чухлӗ сивӗрех, çулла çавăн чухлӗ ăшăрах, типӗрех пулать.

• Нарăс уйăхӗн 27-мӗшӗ — Кирилл. Ăшă-тăк хаяр сивӗсем тата пулаççӗ-ха. Хирсенче юр нумай-тăк, кӗркунне кӗлетсем тулли пулаççӗ. Çак кун мӗнле — çурла уйăхӗ те çапла пулать.

• Нарăс уйăхӗн 28-мӗшӗ — Онисим. Çак кун çанталăк мӗнле — кӗркунне те çапла пулать. Хӗвел хӗрелсе ансан — çил-тăмана.

• Нарăс уйăхӗн 29-мӗшӗ — Касьян. Çил вăйлă — çулла сивӗ пулать. Юр çуни е тӗтреллӗ пулни аван паллă — тухăçлă çул пулать. 

• Пуш уйăхӗн 1-мӗшӗ — Маремьяна. Çил кăнтăртан вӗрсен — çулла çумăрлă, çурçӗртен — сивӗ пулать. 

• Пуш уйăхӗн 2-мӗшӗ — Федор. Иртен пуçласа кунӗпе тӗтреллӗ-тӗк — çу уйăхӗнче ăшă пуласса ан кӗт. Вӗçен кайăксем кăнтăртан таврăнма пуçланă-тăк — çуркунне ир килет. 

• Пуш уйăхӗн 3-мӗшӗ — Ярила. Таса тӳпере çăлтăрсем япăх курăнаççӗ — çиллӗ çанталăка; çăлтăрсем йăлтăртатса çиçеççӗ — сивӗтессе; тӳпере çăлтăр сахал — юр çăвасса. Çак кун çуралакан ача лайăх юрлакан пулать тет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы