Халăх календарĕ
• Ака уйăхӗн 15-мӗшӗ — Тит. Ейӳ вăхăтӗнче пăра сăнамалла: енчен те вăл юхса каймасть, путать — йывăр çул кӗтет. Çак кун путене сассине илтсен ку çул тыр-пул та, курăк та лайăх çитӗнет.
• Ака уйăхӗн 16-мӗшӗ — Никита. Çак кун çиле сăнамалла: кăнтăр енчен вӗрсен — çурхи тырăсем аван ӳсеççӗ, çурçӗртен вӗрсен — çумăра.
• Ака уйăхӗн 17-мӗшӗ — Иосиф, Осип. Шăрчăк юрлать-тӗк, уй-хирте ӗç пуçлама вăхăт. Хурăн çирӗкрен маларах çулçă кăларсан çулла типӗ пулать.
• Ака уйăхӗн 18-мӗшӗ — Федул тата Федора. Çак кунран ăшă çил вӗрме пуçлать. Ку кун ăшă та çилсӗр-тӗк — лайăх çанталăк вăрах тăрать.
• Ака уйăхӗн 19-мӗшӗ — Евтихий тата Ерёма. Кăнтăртан таврăннă кайăк хурсем юханшыв çывăхӗнче йăва çавăраççӗ-тӗк — çулла типӗ пулать. Ирхине тӗтреллӗ пулсан типӗ çанталăк уйăх вӗçӗччен тăрать.
• Ака уйăхӗн 20-мӗшӗ — Акулина. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк — çулла вăрманта çырла тата кăмпа ăнса пулать. Çумăр çусан хăмла çырли тухăç нумай парать кăçал.
• Ака уйăхӗн 21-мӗшӗ — Родион. Шапасем кваклатаççӗ пулсан сӗлӗ акма юрать. Каçпа ăшă, çӗрле лăпкă пулсан çулла шăрăх та типӗ пулать. Ирхине тӗтреллӗ пулсан — çулла çумăр нумай çăвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев