Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

• Çу уйăхӗн 27-мӗшӗ — Сидор. Çак кун сивӗ пулсан — çулла та сивӗ пулать.

• Çу уйăхӗн 28-мӗшӗ — Пахом. Эрешмен карти нумай вӗçет-тӗк — çулла шăрăх пулать. Çак кун акнă-лартнă вăрлăх шăтмасть-мӗн. 

• Çу уйăхӗн 29-мӗшӗ — Фёдор, Федосья. Пилеш кая юлса чечеке ларсан кӗркунне вăраха каять тата çумăрлă пулать. Кăкшăм курăкӗ чечеке ларнă-тăк, урăх тăм ӳкмест. 

• Çу уйăхӗн 30-мӗшӗ — Евдокия. Ӳсекен уйăх чух çумăр çусан — çулла йӗпе-сапаллă пулать. Çак кун сивӗ пулсан çулла пăр çăвать. 

• Çу уйăхӗн 31-мӗшӗ — Федот. Енчен те куккук чарăнмасăр вăрахчен авăтать-тӗк — тăм ӳкесрен текех хăрамалла мар. Юман çинчен сăлтавсăр симӗс çулçăсем ӳкни — ырра мар. 

• Çӗртме уйăхӗн 1-мӗшӗ — Иван. Çӗртме уйăхӗн малтанхи кунӗсем çумăрлă-тăк — çулла шăрăх та типӗ пулать. Енчен те çак кун сивӗ пулсан — тата 40 кун ăшă пулмасть. 

• Çӗртме уйăхӗн 2-мӗшӗ — Тимофей. Çак кун çумăр çусан раштав уйăхӗнче юр нумай çăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы