Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

• Çӗртме уйăхӗн 3-мӗшӗ — Олена, Константин. Аслати авăтса çумăр çăвать-тӗк — кӗркунне те вăйлă çил вӗрсе çумăрсем пулаççӗ. Ку кун пăр çусан — декабрӗн 3-мӗшӗнче юр çăвать.

• Çӗртме уйăхӗн 4-мӗшӗ — Василиск, шăпчăк кунӗ. Çак кун ирпе вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк — тухăçлă çул пулать. Час-час тӗтреллӗ — кăмпа ăнса пулать. 

• Çӗртме уйăхӗн 5-мӗшӗ — Леонтий. Çак кун кукăркут (овод) йышлă-тăк — кăçал тухăç ăнса пулать. 

• Çӗртме уйăхӗн 6-мӗшӗ — Симеон. Çумăр çусан кăмпа ăнса çитӗнет. Шăлан (шиповник) çак кун яланхинчен ытларах шăршă сарать-тӗк — çумăр кӗт. 

• Çӗртме уйăхӗн 7-мӗшӗ — Иван. Çак кунтан пахчаçăсем ӳсекен пахча çимӗçсене каçсерен лайăх хуплама тăрăшаççӗ — ӳсен-тăрана сиенлетекен çăнăхлă сывлăм ӳкме пуçлать. 

• Çӗртме уйăхӗн 8-мӗшӗ — Карп. Вăрăмтуна питӗ йышлă пулсан уйăх вӗçӗ ăшă, анчах çумăрлă пулать. 

• Çӗртме уйăхӗн 9-мӗшӗ — Федор. Хӗвел тухнă чухнех питӗ пăчă — çывăх вăхăтра çумăр çăвать. Çак кун хирӗçме, урай шăлма юрамасть тет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы