Халăх календарĕ
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Утă уйăхӗн 8-мӗшӗ — Петр тата Феврония. Ку кун шăрăх-тăк — тата 40 кун шăрăх пулать. Çак кун çемьере тăнăçлăх, килӗшӳ пултăр тесе Турра кӗлтумалла.

• Утă уйăхӗн 9-мӗшӗ — Давид Солунский. Турă Амăшӗн Тихвин турăшӗн кунӗ. Çак кун çумăр çусан сентябрьчченех йӗпе-сапа пулать. Шăрăх-тăк — тата çичӗ эрне уяр çанталăк хуçаланӗ. 

• Утă уйăхӗн 10-мӗшӗ — Самсон. Çак кун çумăр çусан кӗркуннехи «карчăк ăшшичченех» çăвать теççӗ. Çурçӗр енчен кăтра пӗлӗтсем шусан — типӗ çанталăка, хӗвеланăç енчен — йӗпе-сапана. 

• Утă уйăхӗн 11-мӗшӗ — Питрав умӗнхи кун. Куккук çак кун тӗлне авăтма пăрахать-тӗк хӗл ир килет, нумай юрлă пулать. Йывăç çинчен çулçă ӳкме пуçлать. 

• Утă уйăхӗн 12-мӗшӗ — Питрав. Питрав хыççăн та куккук авăтать пулсан çулла вăрăма тăсăлать, хӗл час лармасть. Кун тăршшӗпе çанталăк темиçе те улшăнсан тухăç ăнса пулать. Çак кун çумăр çусан Çӗнӗ çул каç тăман тустарӗ.

• Утă уйăхӗн 13-мӗшӗ — 12 Апостол. Çак кун çуралнă çын хăй тăвас тенине яланах пурнăçлать теççӗ. Куккук кунӗпе авăтать-тӗк — ăшă кунсем вăраха тăсăлаççӗ. 

• Утă уйăхӗн 14-мӗшӗ — Кузьма тата Демьян. Çак кун пахчана çумласан урăх çум ӳсмест-мӗн. Каçхи тӳпере çăлтăрсем ялтăртатсан, ирхине вара пӗлӗтсем курăнсан — аслати авăтасса.


народные приметы

Нет комментариев