Халăх календарĕ
Утă уйăхӗн 15-мӗшӗ — Берегиня, Фотий. Çак кун йывăçсем çинче сарă çулçă йышлă-тăк — хӗл ир ларать. Вăрманта çырла нумай — хӗл сивӗ пулать тата вăрăма тăсăлать.
• Утă уйăхӗн 16-мӗшӗ — Мокий тата Марк. Вăрăмтунасемпе ӳпресем çаврăна-çаврăна вӗçеççӗ-тӗк — тепӗр çичӗ кун типӗ çанталăк пулать.
• Утă уйăхӗн 17-мӗшӗ — Андрей. Çак вăхăтра сăпса нумаййи хӗлле çав тери сивӗ пуласса систерекен паллă. Йывăçсем çинче сарă çулçăсем пур-тăк — кӗркунне ир пулать. Çак кун çанталăк мӗнле — çурла уйăхӗн 11-мӗшӗ те çапла пулать.
• Утă уйăхӗн 18-мӗшӗ — Афанасий. Каçхи тӳпере уйăх пур-тăк — тухăç ăнса пулать. Уйăха сăнамалла: тӗтреллӗ, пысăк курăнать-тӗк — кӗçех çанталăк пăсăлать; шуррăн курăнсан — сивӗтессе; симӗсреххӗн курăнсан — çумăра.
• Утă уйăхӗн 19-мӗшӗ — Ермий, Сысой. Ирхи сывлăм тăрăх çара уран утсан çулталăкӗпех сывлăхлă пурăнăн. Енчен те уйăх яланхинчен пысăкраххăн тата тӗтре витӗр пек курăнсан — кӗçех сивӗтет.
• Утă уйăхӗн 20-мӗшӗ — Авдотья. Çак кун çумăр çусан вăл чарăна-чарăна çичӗ эрне çăвать.
• Утă уйăхӗн 21-мӗшӗ — Прокопий, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн праçникӗ. Çак кунран вырмана тухнă. Çак кун çанталăк мӗнле, Илле кунӗ те (çурлан 2-мӗшӗ) çапла пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев