Халăх календарĕ
Çурла уйăхӗн 5-мӗшӗ — Трофим. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк — 2 — 4 кунран вăйлă çумăр çуса иртет. Çак кун нумай çывăрма юрамасть — ăнăçу айккипе иртсе кайӗ.
• Çурла уйăхӗн 6-мӗшӗ — Борис тата Глеб. Çак кун çанталăк мӗнле, çурла уйăхӗн иккӗмӗш çурринче те çапла пулать. Чарлансем час-час шыв çине анса лараççӗ-тӗк — кӗçех çумăр пулать.
• Çурла уйăхӗн 7-мӗшӗ — Анна, Макарий. Ирхине сивӗ-тӗк — хӗлле те сивӗ пулать. Çак кун кăнтăрлаччен çанталăк мӗнле — хӗлӗн пӗрремӗш çурри те çапла пулать.
• Çурла уйăхӗн 8-мӗшӗ — Ермолай. Шăнасем хытă çыртаççӗ, шапасем çыран хӗррисенче сиккелесе çӳреççӗ-тӗк — çумăра.
• Çурла уйăхӗн 9-мӗшӗ — Пантелеймон. Çак кун пухнă курăк уйрăмах сиплӗ. Шăрчăксем хытă шавлаççӗ — çанталăк уяр та типӗ тăрасса. Хирте ӗçлеме юрамасть. Çак кун çуралакан çын аван сиплевçӗ е тухтăр пулать.
• Çурла уйăхӗн 10-мӗшӗ — Пармен тата Прохор. Çилсӗр çумăр çăвать-тӗк — йӗпе-сапа вăраха тăсăлать. Çак кун япала улăштарма юрамасть — усса каймасть.
• Çурла уйăхӗн 11-мӗшӗ — Калинник. Ирпе тăм ӳкмен пулсан кӗркунне пуçламăшӗ ăшă пулать. Çак кун çуралнисем мăнкăмăллă, тӳсӗмлӗ тата хăйсене çирӗп шанакан çынсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев