Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Çурла уйăхӗн 12-мӗшӗ — Силуан. Çиллӗ, ăмăр кун — йӗпе-сапа вăраха каять. Çурла уйăхӗнче час-час аслати авăтсан кӗркунне вăраха тăсăлать.

•Çурла уйăхӗн 13-мӗшӗ — Евдоким. Çак кун çил вăйлă-тăк — хӗлле юр нумай çăвать. Вăрман çийӗн тӗтре тăрать — кăмпа пуçтарма васка. Пур çӗрте те эрешмен карти вӗçет — шăрăх чылайччен тăрать-ха.

•Çурла уйăхӗн 14-мӗшӗ — Пыл Сăпасӗ. Çак кун çанталăк мӗнле — çурла уйăхӗн 28-мӗшӗнче те çапла пулать. Пăлан шыва кӗрсе тăнине курни — урăх шыва кӗме юраманнине систерекен паллă. 

• Çурла уйăхӗн 15-мӗшӗ — Степан. Ку кунхи çанталăк сентябрь епле пуласса кăтартать. Шапасем кваклатаççӗ-тӗк — çумăра. Çак кун çумăр çусан çӗрулми ăнса пулать.

• Çурла уйăхӗн 16-мӗшӗ — Исаакий, Антон. Октябрь уйăхӗнче çанталăк мӗнле пулассине кăтартать. Çумăр çусан йӗпе-сапа темиçе куна тăсăлать. Сивӗ çил вӗрсен хӗлле сивӗ пулать. 

• Çурла уйăхӗн 17-мӗшӗ — Авдотья. Ноябрьти çанталăка кăтартакан кун. Пахчара хăмла çырли нумай-тăк — хӗлле ăшă пулать. Çак кун çуралнă ача телейлӗ те ăнăçуллă пулать. 

• Çурла уйăхӗн 18-мӗшӗ — Евстигней. Ку кун мӗнле — декабрь те çапла. Çывăх вăхăтра çанталăк епле пулассине вара çапла пӗлнӗ: хӗвел аннă чух хире тухнă та пур вăйран кăшкăрнă — енчен те сасă таçта çити ян кайрӗ-тӗк — çывăх кунсенче хӗвеллӗ пулать, сасă ян каймасан — çумăра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы