Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Çурла уйăхӗн 19-мӗшӗ — Панулми Сăпасӗ. Çак кун мӗнле — Пукрав кун тата январь уйăхӗнче çанталăк çапла пулать. Кун типӗ тăрсан кӗркунне те çумăр сахал çăвать. Çиллӗ-тӗк — кӗркунне сивӗ пулать. Йывăçсем çинче çулçăсем саралма пуçланă — хӗл ир ларать. Панулми Сăпасӗнче çуралнă ача çирӗп сывлăхлă пулать.

• Çурла уйăхӗн 20-мӗшӗ — Марина тата Пимен. Енчен те вӗçен кайăксем кăнтăралла вӗçсе кайма хатӗрленеççӗ-тӗк — кӗркунне сивӗ пулать. Çак кун çуралнă ачасем телейлӗ пулаççӗ. 

• Çурла уйăхӗн 21-мӗшӗ — Мирон. Çак кун çанталăк мӗнле, январь уйăхӗнче те çапла пулать. Нумай чухне ку кун çиллӗ. Çумăр çусан «карчăк ăшшичченех» йӗпе-сапаллă çанталăк тăрать. 

• Çурла уйăхӗн 22-мӗшӗ — Матвей. Çак кун кăнтăрла тӗлӗнче шыва сăнамалла: енчен те вăл лăпкă-тăк — кӗркунне лăпкă пулать, хӗлле те çил-тăман сахал алхасать. Кăнтăртан çил вӗрсен хӗлле юр нумай çăвать. 

• Çурла уйăхӗн 23-мӗшӗ — Лаврентий. Çумăр çăвать, çил çук-тăк — кӗркунне тата хӗлле ытла сивӗ пулмасть. Шăрăх — кӗркунне ăшă пулать. Çил çурçӗртен вӗрсен хӗлле сивӗ пулать, кăнтăртан вӗрсен — ăшă. 

• Çурла уйăхӗн 24-мӗшӗ — Евпатий. Хӗвел тухнă вăхăтра çумăр çуни — йӗпе-сапа темиçе куна тăсăласса. Вăрманта мăйăр питӗ нумай — хӗл сивӗ те çил-тăманлă пулать. 

• Çурла уйăхӗн 25-мӗшӗ — Фотий тата Аникита. Çак кун кунӗпе çумăр çусан «карчăк ăшши» вăраха тăсăлмасть е пачах та пулмасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы