Халăх сăнанинчен
• Ака уйăхӗн 7-мӗшӗ – Пăлхавăшни. Çак кун ӗçлеме юрамасть. Çумăр çусан – ыраш ăнать, аслати авăтсан – мăйăр витри-витрипе татмалăх пулать. Çумăр çусан çу тăршшӗпех çумăрлă пулать.
• Ака уйăхӗн 8-мӗшӗ – Гавриил. Çак кун çанталăк мӗнле – юпа уйăхӗн 8-мӗшӗ çапла пулать. Çурçӗртен çил вӗрсен çулла сивӗ пулать. Çак кун пакша курни – ăнăçăва.
• Ака уйăхӗн 9-мӗшӗ – Матрена. Текерлӗк (чибис) каçпа кăшкăрать-тӗк – тепӗр кун уяр пулать; аялтан вӗçет пулсан – типӗ кунсем вăрах пулаççӗ. Эрешмен курни аван паллă.
• Ака уйăхӗн 10-мӗшӗ – Илларион. Çак кун тӗлне пирвайхи çурхи чечексем курăнма пуçланă. Ула кураксем лупашкара çăвăнаççӗ – çулла ăшă та çумăрлă пулать.
• Ака уйăхӗн 11-мӗшӗ – Марк, хурăн йывăççин кунӗ. Хурăн шывӗ юхтараççӗ. Вăл чирлӗ çынсене сиплет, юна тасатать. Хурăнран сӗткенӗ чамасăр нумай юхать-тӗк – çулла йӗпе пулать. Çырма-çатрара пăр кайнă – тухăç ăнса пулать.
• Ака уйăхӗн 12-мӗшӗ – Иван. Çак кун килти хӗрт-сурт алхасать теççӗ. Мăн асатте-асаннесем выльăх-чӗрлӗхе çӗр каçма витене хупса хума хушнă, кил хуçисене хăйсене те пӳрте шал енчен питӗрме сӗннӗ. Çил кăнтăртан вӗрсен çулла шăрăх пулать.
• Ака уйăхӗн 13-мӗшӗ – Ипатий. Çак кун кил хуçалăхӗнчи кирлӗ мар çӗтӗк-çурăка çунтарса яма хушаççӗ. Сывлăхлă пурăнас тесен çак кун çӗнӗ тум туянмалла тет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев