Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАЛĂХСЕН КУЛЬТУРИНЕ ХИСЕПЛЕМЕ ВӖРЕНТЕТ

Хусанти 181-мӗш шкулта «Халăхсен туслăхӗ» фестиваль иртрӗ

Февралӗн 4-мӗшӗнче Хусанти Советски районӗнчи 181-мӗш номерлӗ нумай профильлӗ шкулта улттăмӗш хут «Халăхсен туслăхӗ» шкул фестивалӗ иртрӗ. Хальхинче ăна Раççей Федерацийӗнчи Педагог тата вӗрентекен çулталăкне, Тутарстан Республикинчи Наци культурисемпе  йăлисен çулталăкне халалланă. Ултă çул хушшинче конкурсăн йӗрки, йăлисем çирӗпленсе çитнӗ: вӗренекенсен шăпа ярса пӗр-пӗр халăхăн культурине кăтартмалла. 

Чăваш наци культурине кăтартассипе 5-мӗш «В» класс «яваплă» пулнă хальхинче. Юрать, класра икӗ чăваш ачи вӗренет. Вӗсен амăшӗсем пулăшу ыйтса ăçталла çул тытмаллине пӗлеççӗ. Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗ çумӗнчи чăваш вырсарни шкулӗн вӗрентекенӗнчен С.Н.Чаркинаран пулăшу ыйтнă вӗсем. Çаплах Сильвия Николаевна конкурсра жюри пайташӗ те пулнă. 

Пире пулни-иртни çинчен Сильвия Чаркина каласа пачӗ. 

– Халăха кăшт та пӗлмесӗр, унăн историйӗпе паллашмасăр унăн культурине кăтартма çук. Çавăнпа ку класа хăнана чӗнтӗм. Вырсарни шкулӗнче иртекен урока йыхравларăм. Килӗшрӗç. Малтанах пӗчӗк экскурси ирттертӗм, халăхăн историне кӗскен каласа патăм.  

– Ачасем интересленсех паллашрӗç-и, кăсăкланса итлерӗç-и? 

– Малтанах сисӗнчӗ, хăшӗсем хăйсене мăнна хунăн мăнкăмăллăн пăхкалаççӗ. Анчах майӗпен çакă сӗвӗрӗлчӗ. Ачасен куçӗнче тата ытларах пӗлес килни  курăнчӗ, ыйтусем парса ăнлантарса пама ыйтрӗç. Вырсарни шкулӗнче вӗренекенсемпе пӗчӗк концерт та лартса патăмăр. Чăваш наци тумне тăхăннă тантăшӗсем юрланине хавхаланса итлерӗç хăнасем. Пӗлтӗр Петӗр Хусанкай юбилейӗ тӗлне хатӗрленӗ киноролик та пăхрăмăр пӗрле, питӗ килӗшрӗ вӗсене. Конкурса хутшăнма фонограммăсем, наци тумӗсем патăмăр.

– Сильвия Николаевна, эсир  жюри пайташӗ те пулнă. Конкурс мӗнле иртрӗ? Вырсарни шкулӗпе паллашнă «чăвашсем» хăйсене мӗнле кăтартрӗç?

– Конкурса питӗ аван йӗркеленӗ, классем тăрăшни куçкӗрет. 8 класран (параллельлӗ классемпе пӗрле) хутшăнчӗç.  Ачасем тӗрлӗ наци культурипе паллаштарчӗç тени тӗрӗсех пулмӗччӗ. Вӗсем регионсенчи халăхсен хăйне евӗрлӗхӗсене кăтартрӗç. Тӗслӗхрен, сцена çине Иваново облаçӗнчи, Мускав облаçӗнчи вырăссем тухрӗç. Пӗтӗмпе 29 наци ушкăнӗ. Ирхине 8 сехетрен каçхине 20 сехетчен акт залӗ тулли пулчӗ. Сцена çинчен аннă, пушаннă ачасем залрах юлчӗç, пӗр-пӗрин хăтлавне пăхрӗç. Вӗренекенсен ашшӗ-амăшӗсем те айккинче юлманни савăнтарать. 

– Конкурс ыйтнипе мӗн тумалла ачасен? Мӗнпе тӗлӗнтермелле?

– 5-мӗш «В» класс хăйне питӗ çӳллӗ шайра кăтартрӗ. Чăваш наци апатне хатӗрленӗ – хуплу, шăрттан пӗçернӗ. Хăтлава вӗсем пӗчӗк музыка спектаклӗ пек хатӗрленӗ. 

Мăнукӗ çăм авăрласа ларакан кукамăшӗ патне альбом йăтса пырать, сăнӳкерчӗксем çинчен каласа пама ыйтать. Кукамăшӗ çамрăк чух улах ларнине аса илет. Çакна ачасем юрласа, ташласа, вăйă выляса кăтартрӗç. Вӗсене мухтамалла, вӗсем чăвашла та вырăсла та калаçрӗç. Куракансем чăваш чӗлхине итлеме, сцена çинче пулса иртнине ăнланма пултарчӗç. Хӗрачасем çӗрӗ ярса вылярӗç, арçын ачисем такмак каласа юрларӗç. Чăваш халăх юмахне те кăтартма ӗлкӗрчӗç. Старик тилӗ тытни çинчен. Арăмӗ валли тилӗ тирӗнчен калпак çӗлеттерме ӗмӗтленекен старике тилӗ тăхтама ыйтать. Вăл, имӗш, юрласа парать иккен. Старик килӗшет. Анчах тилле хитре кӗпе кирлӗ иккен. Старик кӗпе, масмак тупса парать. Хитре тум тăхăнса тилӗ юрă пуçлать. Ăна итлесе тимлӗхне çухатнă старик. Тилле çакă çеç кирлӗ пулнă, самантарах тарса куçран çухалать.

Хăтлава «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвăпа вӗçлерӗ 5-мӗш «В» класс. 

– Питӗ сулмаклă, витӗмлӗ пулса тухнă. 

– Çапла, жюри пӗр шухăшлăн çӗнтерӳçе 5-мӗш «В» класа суйларӗ. Гран-при илчӗç ачасем, савăннă. Конкурс хыççăн пулăшнăшăн пырса тав турӗç, чăвашла юрлаççӗ...

Шкул директорӗ Дина Альбертовна Абдуллина конкурспа питӗ кăмăллă, ăна ирттерни ачасемшӗн интереслӗ, усăллă пуласса шанать, тӗрлӗ халăх культурине хисеплеме вӗрентни пирки те иккӗленмест. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев