Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсен культурипе чӗлхисен политики çинчен

В.В. Путин: «Эпир Раççей халӑхӗсен культурине, чӗлхисене пулӑшас тӗллевлӗ политика ирттеретпӗр. Çакна шкулсенче те, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те, литературӑра та тытса пыраççӗ»

РФ Президенчӗ Владимир Путин Тӳрӗ линире Раççей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗнче çӗршыври халӑхсен культурисемпе чӗлхисен  политикине пурнӑçа кӗртесси çинчен каланă. Владимир Путин пулӑшу мерисем шкулсене, массăллă хыпар хатӗрӗсене, литературӑпа кинематографа  пырса тивессине палăртнă.

«Эпир Раççей халӑхӗсен культурине, чӗлхисене пулӑшас тӗллевлӗ политика ирттеретпӗр. Çакна шкулсенче те, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те, литературӑра та тытса пыраççӗ», – тенӗ Президент.

Çак пулăшусене пула тӗрлӗ регионсенчи ачасем творчество пултарулăхне аталантарма музыкăпа, кино ӳкерессипе наци шкулӗсенче вӗреннине палӑртнă.

Патшалăх ертӳçи паянхи условисенче, çав шутра ятарлă çар операцийӗ пынине те шута илмелле, халăхсене тӗрев памалли çинчен каларӗ.

Căнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство