Халӑх календарӗ
Утă уйăхӗн 1-мӗшӗ – Ярила. Тӗтре ирхине çӗр çинех аннă – уяр çанталăка. Каçхине асамат кӗперӗ курăнни – çанталăк лайăхланасса.
• Утă уйăхӗн 2-мӗшӗ – Зосима. Пыл хурчӗсем вӗллесем патнелле вӗçеççӗ-тӗк – çумăра. Хуртсем усал, сăхасшăн сырӑнаççӗ пулсан – шăрăх çанталăк вăраха тăсăлать.
• Утă уйăхӗн 3-мӗшӗ – Мефодий. Çак кун çумăр çума пуçласан 40 кун çăвать тет. Кăткăсем йăвине пытанаççӗ – çиллӗ çанталăка. Çак кун çумăр çусан кӗркунне йӗпе-сапа пулать.
• Утă уйăхӗн 4-мӗшӗ – Ульян тата Ульяна. Çак кун татнă çăка чечекӗ уйрăмах сиплӗ теççӗ. Инçе çула тухмалла мар. Ку кун курнă тӗлӗк чăна килет теççӗ.
• Утă уйăхӗн 5-мӗшӗ – Евсей. Çак кун мӗн чухлӗ шăрăхрах, хӗлле çавăн чухлӗ сивӗрех пулать. Тӳпери уйăх уççăн ялтăртатать-тӗк – тухăçлă çул пуласса.
• Утă уйăхӗн 6-мӗшӗ – Аграфена. Иван Купала умӗнхи кун пухнă курăксем питӗ сиплӗ. Çак кун акнă çарăк чиперех ӳссе çитӗнет. Ырă вăйсене илӗртес тесен чи лайăх тум тăхăнмалла тет ку кун.
• Утă уйăхӗн 7-мӗшӗ – Иван Купала. Ир çинчен вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк – хăяр ăнса пулать. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай пулсан – кăмпа татма ытларах карçинкка хатӗрле. Начарри çинчен шутлама, кулянма юрамасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев