Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хамăрăнни хамăра çитет

Нумай пулмасть «ПромРейтинг» тӗпчев агентствипе «Чистополье» агрохолдинг ыйтăма пӗтӗмлетнӗ. Ун тăрăх, Тутарстанри пысăк хуласенче пурăнакансенчен 4,9 проценчӗ кăна республика хăйне хăй 100 проценчӗпех ял хуçалăх продукцийӗпе тивӗçтернине пӗлни палăрнă.

ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Зяббарова питӗ тӗлӗнтернӗ ку. «Республика çыннисем хамăра хамăр 100 проценчӗпех кăна мар, ытларах та чи кирлӗ апат-çимӗçпе тивӗçтернине пӗлменни маншăн кӗтменлӗх», — тӗнӗ министр пӗтӗмлетӳ пирки.

Тутарстан апат-çимӗç корзинин тӗп продукчӗпе нумай çул ӗнтӗ хăйне хăй туллин тивӗçтерет. Урăхла каласан, пирӗн вӗсене ютран кӳмелле мар, веçех хамăр çӗр çинче ӳстерсе тирпейлетпӗр, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Кашни çынна тивекен аш-какай, сӗт-çу, çăмарта, çăкăр нормăран та иртет, тӗрӗсрех каласан 100 процент ытла. Сахăр песокӗпе çӗрулми 300 процент таранах, хӗвел çаврăнăш çăвӗ вара кирлинчен 7 хут нумайрах.

 Хăй халăхне тӗп апат-çимӗçпе туллин тивӗçтерсен те республика ял хуçалăхне малалла аталантарать: çӗнӗ выльăх-чӗрлӗх фермисемпе комплексӗсем лартать. Юлашки 5 çулта 51,4 пин пуç ӗне-выльăх вырнаçмалăх 82 выльăх-чӗрлӗх комплексне хута янă. 2024 çулта талăкне 5 пин тонна сӗт сума тытăннă. Кун пекки республикăн историйӗнче те хальччен пулман. Выльăха шута илессине, пăхассине, апатлантарассине цифровизацилесси çине куçарать.

 Çӗр ӗçне çанталăкпа климат условийӗсен улшăнăвне пăхмасăр лайăхлатма тăрăшать. Ӳсен-тăран ӳстерессинче хамăр патра хатӗрлекен вăрлăхпа ытларах усă курать. Мелиораци комплексне çӗнетсе пыни типӗ çанталăкра шăварăнакан лаптăксен калăпăшӗ çуллен ӳсет. Хуçалăхсен машинăпа техника паркӗ çулсерен 3 пин единица техникăна çӗнелсе пырать. (Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство