Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекенсене Çӗнӗ çул ярмӑрккинче тӳлевсӗр суту-илӳ вырӑнӗсем уйăрса парӗç

Çӗнӗ çул уявӗ умӗн, декабрӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа 24-мӗшӗччен, республикӑн тӗп хулинче Камал театрĕ умĕнче Тутарстанри харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекенсен продукцийӗн виçӗ кунлӑх ярмӑркки пулать.

«Мой бизнес» центр ТР Экономика министерстви пулӑшнипе харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекенсен валли 200 ытла тӳлевсӗр суту-илӳ вырӑнӗ туса парать.

Çакӑн пек формат вĕсене харпӑр хӑй çинчен тата хӑйӗн ӗçӗ çинчен каласа пама, çӗнӗ клиентсемпе пӗр шухӑшлӑ çынсене тупма пулӑшать. Хутшӑну вӗсемшӗн тӳлевсӗр.

Аса илтеретпӗр, 5 çул хушшинче республикӑра 299 пин çын харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекенсен пек регистрациленнӗ. Тутарстан вĕсен шучӗпе Федерацин Атӑлçи округӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑнать, çӗршывра — 5-мӗш.

Ярмӑрккӑна хутшӑнма заявкӑна МСП. РФ Цифра платформи çинче хӑварма пулать. «Финансирование участия в выставчно-ярмарочных мероприятах на территории РФ» ятлӑ услуга.

Хӑйсене ĕçпе тивĕçтерекенсене Тутарстан Республикин предпринимательствăна пулӑшакан фондӑн «Мой бизнес» центрӗ Раççей Президенчӗ пуçарса янӑ «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство» наци проекчӗ шайӗнче тĕрев парать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: самозанятые