Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хăрушă лару-тăрура ачасен мӗн тумалла?

ТР Следстви комитечӗн сотрудникӗсем çул çитмен ачасемпе ашшӗ-амăшӗсене хăрушлăхра хăйсене тӗрӗс тытмалли правилăсене аса илтереççӗ.

 Урамра

Ача урамра тăр кăнтăрла та хăрушлăха лекме пултарать. Палламан çын çулăхать пулсан акă мӗн тумалла:

• Хăвна ярса тытасса ан кӗт – тар;

• Хăв çине тапăнакана май пулсан питӗнчен мӗнпе те пулсан тытса яр е хăйăрпа (тăпрапа) сап. Çапла тусан вăл пӗр хушă çухалса каять, санăн хăтăлса тарма май пулать.

• Алă айӗнче мӗн пуррипе (ручка, кăранташ, уçă, расческа) питӗнчен е аллинчен, е уринчен мӗнпур вăйран чыш, ури çине сиксе пус;

• Вăй çитнӗ таран çап, чӗрмелесе ăна ыраттарма тăрăш;

• Аллине çемçетсенех хăтăлса тарма тăрăш;

• Каçхине пӗччен таврăнмалла пулсан, хăвăрт та çирӗппӗн ут, хăв хăранине ан кăтарт. Умра пыракан шанчăклă хӗрарăмпа е ват мăшăрпа пӗрле утма тăрăш;

• Автобусра, троллейбус-трамвайра водитель патнерех ларма тăрăш. Тухмалла пулсан тӳрех алăк патне пырса ан тăр, кун пек тусан усал шухăшлă çын тепӗр чарăну санăн пулассине сисет, çавăнпа транспорт чарăнсан кăна алăк патне пыма тăрăш;

• Çул çинче машинăна чарма тесе алă ан çӗкле. Енчен те сан пата çитсен машина чарăнса лартса кайма сӗнсен е çул кăтартмашкăн тесе ларма ыйтсан – ан лар;

• Çын çӳремен вырăнсене пӗччен ан кай.

• Умра ушкăн çын е ӳсӗр пырать пулсан çулăн тепӗр енне каç е урăх çулпа кайма тăрăш;

• Хăв ăçта каяссине килтисене каласа кай. Каçа юлас пулсан хирӗç тухса илме ыйт.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Безопасность #Дети