Кăмăл тăвакансем хăйсен тăванӗсен сăнӳкерчӗкӗсене акцин сайтӗнче, футболкăсем çинче, автомобильсен чӳречисем çинче, организацисемпе учрежденисен ятарлă стенчӗсенче тата социаллă сетьсенчи хăйсен страницисенче вырнаçтарма пултараççӗ.
Майăн 9-мӗшӗнче вăрçа хутшăннисен портречӗсене йăтса урамсем тăрăх утса тухассине кăçал планламан. Пандеми чухнехи чару вăхăтӗнче çакнашкал çӗнӗ меслетсемпе ӗнтӗ усă курнăччӗ. Ун чухнехи пекех кăçал «Вилӗмсӗр полк» онлайн-меслетпе иртет.
Çамрăксене мăн аслашшӗсемпе кукашшӗсен портречӗсене футболкăсемпе толстовкăсем çине пичетлесе майăн 9-мӗшӗнче вӗсене урама тăхăнса тухма сӗнеççӗ.
Нет комментариев